Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Курнавăшсенчен вĕренмелли нумай

Пирĕн çĕршывра Учитель кунне утмăлмĕш çулсен вĕçĕнче юпа уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче паллă тума пуçланă. 1994 çултан вара çирĕп кун палăртнă – юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ. Çак пархатарлă та сăваплă професси çыннисен уявне иртнĕ эрне кун райадминистрацин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче нихçанхинчен анлă паллă турĕç.

Педагогсене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый «Вĕрентÿ» наци проекчĕ – ялти шкулсене аталантармалли çĕнĕ импульс» темăпа тухса калаçрĕ.

– Çын пурнăçне мĕн витĕмлĕ, çирĕп тăвать-ха; Пурăнмалли çурт-йĕр, лайăх тÿлекен ĕç, çирĕп сывлăх, ачасене лайăх пĕлÿ пама май пурри. Раççейре шăпах çак критерисене шута илсе тăватă наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсене комплекслă пурнăçлани кашни çыннăн пурнăç шайне ÿстерме пулăшать, – терĕ Леонард Васильевич доклад пуçламă-шĕнче.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕн тĕп тĕллевне пурте пĕлетпĕр – паха пĕлÿ илме майсем туса парасси. Çавна май ялти шкулсем те çулран-çул çĕнĕ йышши компьютерсемпе, электронлă программăсемпе пуянланаççĕ, «Шкул автобусĕ» программа ĕçлет, талантлă вĕренекенсемпе çамрăксене премисемпе стипендисем, педагогсене Грантсем парасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Ку енĕпе Елчĕксем республика шайĕнче те лайăх палăрчĕç.

2006 çулта Курнавăшри тата Елчĕкри ресурс центрĕсем инноваци программисене ĕçе кĕртсе Раççей шайĕнче палăрчĕç, миллион тенкĕне тивĕçрĕç, 2007 çулта вара Кушкăри база шкулĕ те вĕсенчен юлмарĕ. Çĕнĕ Пăва шкулĕ республика Президенчĕн Грантне – 200 пин тенкĕне çĕнсе илни те пысăк та курăмлă ĕç.

Пĕлтĕр Кушкăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Портнова Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 100 пин тенкĕ, Çĕнĕ Пăвари математика учителĕ С.Иванова Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕ премине çĕнсе илни пысăк ÿсĕм пулчĕ. Кăçал вара федераци конкур-сĕнче çĕнтернĕ республикăри 12 педагогран 7-шĕ пирĕн районтан пулни Елчĕкре чăннипех те талантлă, пултаруллă, хальхи пурнăç уттинчен юлман педагогсем ĕçленине тепĕр хут çи-рĕплетрĕ. Пуçаруллă, ĕçре вут-хĕм сапса тăракан вĕрентекенсене уявра тепĕр хут аса илсен те кăмăллă. Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕ Грантне тивĕçнĕ педагогсенчен пиллĕкĕшĕ! Курнавăшран. Епле маттур. В.Воронова (чăваш чĕлхипе литература), А.Ефимова (информатика), П.Кузнецов (истори), А.Прохорова (математика), Е.Светопольская (ют чĕлхе) учительсен ĕç стажĕ пысăк, тавра курăмĕ те анлă. Чи кирли вара – хăйсем суйласа илнĕ профессие чунтан парăнни, ачасене юратса вĕрентни. Шкул коллективĕнче çеç мар, ял-йышра та хисепре çак пултаруллă педагогсем. Çĕнĕ Пăвари Л.Турхан (математика), Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Левая (чăваш чĕлхипе литература) тивĕçлĕ ĕçпе район шайĕнче пĕрре мар палăрнă. Халĕ тата пысăк утăм тунă вĕсем – Раççей Президенчĕн Грантне çĕнсе илнĕ.

Курнавăш шкулĕнчи А.Прохорова математик Раççей Президенчĕн Грантне çĕнсе илнипе лăпланса ларман, республикăри «2007 çулхи чи лайăх учитель» конкурса та хутшăннă, лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Алена Герасимовна турист путев-кипе Санкт-Петербурга тÿ-левсĕр кайса килчĕ.

Çавăн пекех, каллех Курнавăшри, Е.Светопольская учительница, 11 «б» класс руководителĕ республикăри «Чи класлă класснăй» конкурсра виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Ăна диплом тата приз парса чысларĕç.

Çакă çеç канăç памасть: Елчĕкри ресурс центрĕнче вĕрентекенсем мĕншĕн шăпăрт лараççĕ; Вĕсен çитĕнĕвĕсем мĕншĕн палăрмаççĕ; Ĕçтешĕсем умĕнче пуçĕсене чиксе лармарĕç-и вĕсем; Наградăсемпе дипломсем илнĕ çĕрте пачах çукчĕ-çке Елчĕксем. Шанас килет, çитес çул рай- центрти шкулта вĕрентекенсен çитĕнĕ-вĕсемпе паллашатпăрах. Наци проектĕнче палăртнă конкурссем малалла пыраççĕ. Районти 208 класс руководительне те воспитани парас ĕçре хавхаланса вăй хума «Чи класлă класснăй» конкурс пуçланчĕ. Ачасене ертсе пынăшăн хушма тÿлев те класс ертÿçисене хавхалантарни куç кĕретех.

Пултаруллă ачасемпе тата тарăнрах ĕçлессине педагогсем тĕп вырăна хураççĕ. Ыт ахальтен мар юлашки вăхăтра вĕренекенсем районти, республикăри олимпиадăсене, тĕрлĕ конференцисемпе конкурссене активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче сакăр ача республикăри олимпиадăра призерсен йышне кĕчĕ. Республикăри олимпиадăсене хутшăннисен кăтартăвне илес пулсан, ялти районтан пирĕн район виççĕмĕш вырăнта. Кунта Л.Батуллина, Л.Бакина, Г.Елисеева, Ф.Чермаков, Н.Хушкина, М.Дергунова, В.Воронова, Т.Федорова учительсен тÿпи пысăк пулнине палăртмасăр иртеймĕн.

2006 çулта районти шкулсенчен вĕренсе тухнă ачасен 51 проценчĕ, 2007 çулта 53 проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Вуншар çул каялла ун çинчен шухăшлама та пултарайман. Паян шкул ачи аслă пĕлÿсĕр малалла кайма çуккине питĕ лайăх ăнланать.

«Шкул автобусĕ» республика программи ачасене хăйсем килĕштерекен, тарăн та паха пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренме май туса пани пирки никам та иккĕленмест. Районти тăхăр автобус 21 маршрутпа кунсерен 500 ытла вĕренекене хăтлă шкулсене илсе çитерсе уроксем хыççăн килĕсене леçет.

Паян компьютеризаци, интернетизаци тени кулленхи пулăм пулса тăчĕ. Ун çинчен сахалрах та сахалрах калаçма пуçларăмăр. Мĕншĕн тесен кашни ача, учитель компьютера алла илсе пырать. Малашлăхра вара «сеть учителĕсем», on-line режимпа ĕçлеме пуçлĕç. Ун чухне пĕр педагог тăруках темиçе класпа, шкулпа ĕçлеме, вĕренекенсем районти, республикăри, çĕршыври чи лайăх учительпе вĕренме пултарĕç. Çитес çул Президентсен Гранчĕсене çĕнсе илме тăратакан учительсен ĕçĕсенче çак ырă пулăмсем пулаççех пулĕ-ха.

СССР халăх учителĕ П.Чернов ĕçтешĕсене уяв ячĕпе ырă суннă май хăй вĕреннĕ, ĕçленĕ çулсене аса илчĕ, наци проекчĕ вĕрентÿ тытăмне ырă улшăнусем илсе килнине палăртрĕ.

Савăнăçлă пухура çĕнтерÿçĕ-педагогсене хисеплесе чысласси тĕп вырăнта пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Грантне ти-вĕçнисем çеç мар, ытти хисеплĕ ятсене, грамотăсене илнĕ учительсем те йышлăн пулчĕç.

Учительсен уявне район пуçлăхĕ Н.Миллин, ЧР сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç, хисеплĕ професси çыннисене ăнăçусем сунчĕç, наградăсемпе чысларĕç.

Юлашкинчен педагогсене районти искусство шкулĕн преподавателĕсем, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем чаплă концерт лартса пачĕç. Ăшă кулăпа, шавлăн калаçса саланчĕç вĕрентекенсем савăнăçлă пухуран. Кашнийĕшĕ хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартрĕ пулинех – хисеплĕ те курăмлă ĕçпе палăрмалла, апла пулсан çанă тавăрса вăй хумалла...



"Елчĕк Ен"
11 октября 2007
00:00
Поделиться