Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

15:00_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем учителя

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

             Сире чĕререн професси уявĕпе - Учитель кунĕ ячĕпе саламлатăп!

           Эсир хăвăр пурнăçăра вĕрентĕве тата воспитани ĕçне халалланă. Сирĕн вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем - район, çĕршыв çитĕнĕвĕ. Паян районти вĕрентекенсем обществăлла пурнăçа активлă хутшăнаççĕ, çамрăк ăрăва пĕлỹ парас ĕçре çĕнĕ вĕрентỹ программисене алла илеççĕ, çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ, наука проекчĕсене хутшăнса çитĕнỹсем тăваççĕ.

        Ĕмĕр тăршшĕпе эпир хамăра пĕлỹ, воспитани панă вĕренекенсене ăшă кăмăлпа аса илетпĕр. Хăйсене ачасене тивĕçлĕ, культурăллă воспитани, пысăк тавра-курăмпа çирĕп ăс-тăн пама халалланă вĕрентекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

             Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çитĕнỹсем, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем сунатăп.

Елчĕк район пуçлăхĕ                 Н.П.Миллин.



04 октября 2007
00:00
Поделиться