Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ватă çын – тăватă çын

Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалланă савăнăçлă уяв Акчелĕнчи клубра иртрĕ. Ĕмĕрĕсене тивĕçлĕ ĕçпе ирттернĕ сумлă ватăсене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Алюкин, ял тăрăхĕн депутачĕ В.Кириллова, ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Н.Московский, акционерсен «Прогресс» обществин пĕрремĕш комплекслă бригадăн бригадирĕ П.Кудрявцев саламларĕç.

Паянхи кинемисемпе мучисем ытларах хуçалăх производствинче ырми-канми тăрăшса пенсие тухнă. Йышлăн вĕсем, кашнине хушаматран аса та илеймĕн. Пурте ял çинче хисепре, вĕсенчен çамрăксен ырă тĕслĕх илмелли пайтах.

Шăкăл-шăкăл калаçса ларни мĕне тăрать. Патаксем çине таянса утакансем пĕр-пĕрне курманни чылай вăхăт. “Юрать çулталăкра пĕрре те пулин тĕл пулатпăр, тавах уяв йĕркелÿçисене пире манманшăн”, - теççĕ çичĕ-сакăр теçеткерен каçнăскерсем.

Çук, ватăлмаççĕ-ха ĕçпе вăрçă ветеранĕсем. Юрă юрлама та ăста вĕсем, ташăра та маçтăр. Çамрăк чухнехи пултарулăхне паян та çухатман Елена Лебедевăпа Мария Сардаева, Николай Москов-ский уяв илемне кÿчĕç. Михаил Карсаков купăсçă вара ватăсене чылайччен юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ. Кăмăллăн саланчĕç килĕсене уяв хăнисем.

ХХХ

Ĕнел ялĕн клубне ваттисем чылайăн пухăннă. Пурте капăр тăхăннă, пит-куçĕнче уяв шевли çиçет тейĕн.

Пухăннисене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Алюкин, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Н.Николаева саламларĕç. Ватăсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Кăçал республикăра Ача çулталăкĕ иртнĕ май нумай ача ÿстерсе çирĕп воспитани панă З.Филатова иртнине аса илчĕ, хальхи пурнăç ĕлĕкхинчен лайăх пулнине палăртрĕ.

Вĕри чей ĕçсе чылайччен калаçса ларчĕç ватăсем, тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Чи пултаруллисем Е.Михайлова, З.Николаева, Т.Исакова, М.Остроумова, А.Филатов пулчĕç.

Шкул ачисем те юратнă аслашшĕсемпе асламăшĕсене, кукашшĕсемпе кукамăшĕсене концертпа савăнтарчĕç. Н.Васильева, Е.Николаева, Ю.Николаева, В.Егоркина, А.Муравьева юрă-ташăра маттурри курăнчĕ.

Ватăсен кунне ирттерме пулăшнă В.Арбузов, Д.Чернов предпринимательсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Ватăсене пулăшни нихăçан та харама каймасть.

ХХХ

Районти культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа хаваслă мероприяти иртрĕ. Елчĕкре пурăнакан хисеплĕ ватăсене район пуçлăхĕ Н.Миллин, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертÿçи З.Яковлева, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçисен ĕçĕсене пурнăçлакан Н.Николаева саламларĕç. Район пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче аслă ăру çыннисене хастар ĕçшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, чăтăмлăхшăн, хăйсен опытне çамрăксене парса хăварассишĕн тăрăшнăшăн тав турĕ.

Хăйсен аслашшĕсемпе асламăшĕсене саламлама сцена çине «Солнышко» ача садне çÿрекенсем те хăпарчĕç. Ватăсене пĕчĕккисем, культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи артистсем юрлани çамрăклăха аса илтерчĕ, хăшĕ-пĕрисем куççулĕсене те пытараймарĕç.

Юлашкинчен ватăсем Елчĕкри историпе краеведени музейĕнче уçăлнă «Чăваш халăх кĕпин ячĕсем» куравпа паллашрĕç.

ХХХ

Чăваш Тăрăмĕнчи шкулта ватăсен тĕл пулăвĕ питĕ хаваслă иртрĕ. С.Блинова культработник, учительсем тăрăшнипе йĕркеленĕ уявра ватă çынсем ячĕпе салам сăмахĕсем сахал мар пулчĕç. Э.Фомкина фельдшерица тухса калаçнине те тимлĕн итлесе лартăмăр. Шкул ачисен концерчĕ те питĕ килĕшрĕ. Тавах вĕсене.

«Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОАОра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне паллă тума «Встреча» кафене пуçтарăнчĕç. А.Иванов директор вĕсене çак пысăк уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, ырлăхпа сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ, парнесемпе чысларĕ. Çавра сĕтел хушшинче калаçу чылая тăсăлчĕ. Ĕлĕкхи пурнăçа аса илчĕç аслă ăрурисем, ăна хальхипе танлаштарчĕç. Çак çулсенче сахал мар улшăну пулса иртнине палăртрĕç. Александр Анатольевич ватăсене ырă канаш-сĕнÿпе пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.



"Елчĕк Ен"
03 октября 2007
00:00
Поделиться