Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасен чи çывăх юлташĕ, иккĕмĕш амăшĕ

Турри нихăш енĕпе те кÿрентермен ăна: сăнĕ-пичĕпе те, кăмăлĕпе те, пултарулăхĕпе те... Ачасемшĕн чунне пама хатĕр. Ыт ахальтен-и аслă класра вĕренекенсем кирек мĕнле ыйтупа та канаш-сĕнÿ, пулăшу ыйтма пыраççĕ юратнă вĕрентекенĕ патне. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те ун килĕнчен шкул ачи татăлмасть.

Аслă классемпе пĕр чĕлхе тупнă руководителĕн юрату пирки те сăмах хускатма тивет. Ăçта вĕренме каясси пирки те выпускниксем Анна Ильиничнăран канаш ыйтаççĕ. Виçĕ класс кăларса ячĕ Анна Портнова. Халиччен начар, итлемен ачасем пулнине ас тумасть. Питĕ килĕштерсе, туслă пурăнатчĕç коллективра вăл ертсе пынă классем. Анчах кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Анна Ильинична класс ертÿçи пулаймарĕ, пысăкрах должноç шанса пачĕç ăна. Халĕ вăл – директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Çĕнĕ вырăнта та Анна Ильинична маххă паманнине ĕненетпĕр. Мĕншĕн тесен вăл пурнăçлайман, пултарайман ĕç çук.

...Кушкă хĕрĕ сакăр класс пĕтерсенех педагогика училищине çул тытрĕ. Ачаран ĕмĕтленнĕ учитель профессине алла илес тесе шкулта тăрăшса вĕреннĕ, обществăлла ĕçрен пăрăнман, юрă-ташăран аякра тăман. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă хĕртен куç илмен Аслă Пăла Тимеш каччи. Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне Валерий Портновпа çемье çавăрать. Иккĕшĕ те çамрăк. Валерий çемьере чи асли. Ашшĕпе амăшĕ çĕре ир кĕнĕ, пĕр тăвансем сĕм тăлăх. Кĕçĕннисене аслисен пăхма тивет. Анна инкĕшĕ вун тăхăр çулта çеç пулсан та упăшкин тăванĕсене юратса пăхать, опекуна илет. Чун ăшшийĕ çамрăклах пурне те çитнĕ пулас педагогăн.

Училищĕре шкулпа музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ Анна Трофимова (хĕр чухнехи хушамачĕ) ташă кружокне çÿренĕ. Халăх ташшисен лауреачĕ ятне те илнĕ вăл. Дипломлă специалист яла килсен Кушкă ачисене фортепьяно калама вĕрентнĕ, ритмика урокне ертсе пынă. Кушкăсем районти конкурс-фестивальсенчен нихăçан та пăрăнман. Анна Портнова учительницăн тÿпи те пысăк çакăнта.

Çулсем иртнĕ май Портновсен çемйи те ÿссе, тĕрекленсе пынă. Икĕ хĕр çитĕнет килĕшÿллĕ те туслă, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланакан çемье-ре. Инессăпа Алина ашшĕпе амăшĕн чăн-чăн савăнăçĕ. Вĕсем – вĕренÿ отличникĕсем.

Иккĕмĕш тĕпренчĕкне алла илсен Анна Ильнична аслă шкула вĕренме кĕчĕ, унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан культуролог, филолог профессине алла илчĕ. Çавна май ĕçĕ тата кăткăсланчĕ, сехечĕ те ÿсрĕ. Тĕрлĕ предметсем вĕрентрĕ вăл: пиллĕкмĕш классене чăваш чĕлхипе литературипе пĕлÿ пачĕ. Çав вăхăтрах шкулти библиотекарь ĕçне пысăк ответлăхпа пурнăçларĕ. Вĕренекенсен ăсталăхне тĕрлĕ конкурсра туптарĕ, çĕнтерÿçĕсене хавхалантарма та май тупрĕ. Ялти предпринимательсемпе пĕр чĕлхе тупрĕ, вĕсем шкул библиотекине хаçат-журнал çырăнса пачĕç. Хăй ертсе пыракан класра пĕчĕк библиотека йĕркелесе ячĕ.

Çамрăк-ха Анна Ильинична, педагогикăри ĕç стажĕ 13 çул çеç. Ĕмĕрне ачасене врентес ĕçре ирттернĕ пĕрремĕш учительницине Ю.Рыбкинăна аса илмен кун та иртмест унăн. Юлия Николаевна пек пулас ĕмĕтпе çунатланнăран телейлĕ те Анна Ильинична.

Сăмах май каласа хăварам: унăн йăмăкĕпе шăллĕ те педагогсем. Професси уявĕнче тĕл пулаççĕ вĕсем, пĕр-пĕрин ÿсĕмĕсемпе паллашаççĕ. Чуна пырса тивекен ĕç суйласа илнĕшĕн савăнăçлă Анна Портнова. Малашлăхра талантне тата яр уççăн аталантарма сунатпăр та ăста педагога.



"Елчĕк Ен"
03 октября 2007
00:00
Поделиться