Тасалăхпа тирпейлĕх пурнăç виçи пулмалла
Район территорийĕнче 52 ял вырнаçнă. Вĕсенче 300 яхăн предприятипе учреждени, организаци, юридика çыннисем, харпăрлăх формине пăхмасăр, çут çанталăкпа усă кураççĕ. Районта çут çанталăк законодательствин йĕркисене пăхăнса уйрăмах ялсенчи уйрăм çуртсен йĕри-таврашĕнче тирпейлĕх хуçалантăр тесе тĕллевлĕ ĕçсем ирттереççĕ.
Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче яланхи комиссисем йĕркеленĕ. Вĕсен йышне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Комиссисем тĕрĕслеве хăçан тухассине хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Харпăр хăй çуртĕнче пурăнакансем, предприятипе учрежденисен ертÿçисем, лавккасен хуçисем çут çанталăка сыхлас енĕпе йышăннă законодательствăн йĕркисене яланах пурнăçласа пымалла.
Яланхи комиссисен тĕп тĕллевĕ – харпăр хăй çуртĕнче, коммуналлă хваттерте пурăнакансене ял территорийĕнчи тирпей-илемшĕн тăрăшмаллин правилисене ăнлантарасси. Вĕсене 2004 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче районти Депутатсен пухăвĕнче çирĕплетнĕ.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ документăн тĕп пункчĕсемпе килĕшÿллĕн, мĕн пур предприятипе уйрăм çынсен хăйсен çывăхĕнчи территорине варалама, çул, тротуар айккине, газонсем çине строительство материалĕсем хума, çÿп-çапа, ытти ăпăр-тапăра урамра е картишĕнче çунтарма юрамасть.
Çуртсен территорийĕсене яланах таса тытмалла. Кирек мĕнле пÿрт умĕнче те пахчасем çеç пулмалла. Унта чечексемпе йывăçсем кăна ÿсмелле. Канса ларма сак туни те начар мар.
Тепĕр чухне, ял тăрăхĕпе килĕшсе татăлса, çурт-йĕр, хуралтă çавăракансене строительство материалĕсем хума ирĕк параççĕ. Ку чухне те стройматериалсене йĕркеллĕ, ыттисене чăрмантармалла мар вырнаçтармалла. Анчах та чылай чухне çак йĕркене пăхăнасшăн мар.
Тирпей-илем пирки район хаçатĕнче тăтăшах статьясем çыратпăр. Яланхи комиссисен тĕрĕслевĕсем хыççăн та халăха илемлĕх пирки ăнлантаратпăр, çапах уйрăм çуртпа пурăнакан хăш-пĕр çынсем çакна ăнланасшăн мар. Предприятисемпе учрежденисен, организацисен умĕсенче те çÿп-çап, строительство материалĕсен юлашкийĕсем сапаланса выртаççĕ. Çакă, паллах, пĕрре те килĕшÿллĕ мар.
Тирпей-илемшĕн тăрăшмалли правилăна пăснă 90 ытла çынна административлă комиссинче пăхса тухнă, штраф тÿлеттернĕ. Ку йышра предприятисемпе учрежденисен руководителĕсем те пур. Çавăн пекех социаллă, культурăпа йăла, вĕрентÿ учрежденийĕсене ертсе пыракансем пирки те мерăсем йышăнма тивнĕ. Вĕсене Чăваш Республикин “Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен” калакан саккунăн 10 статйин 1 тата 2 пайĕсемпе айăпланă. Должноçри çынсене чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 15 виçи чухлĕ штрафлаççĕ пулсан, юридика çыннисене чи пĕчĕк ĕç укçин 100 виçинчен пуçласа 200 виçи чухлĕ, иккĕмĕш пайĕпе должноçри çынсене чи пĕчĕк ĕç укçин 10 виçинчен пуçласа 20 виçи чухлĕ, юридика çыннисене чи пĕчĕк ĕç укçин 200 виçинчен пуçласа 300 виçи чухлĕ штраф кĕтет.
Ялсем тăрăх тухса çÿренĕ май комисси членĕсен яланах тирпей-илемшĕн тăрăшмаллине асăрхаттарма тивет. Уйрăмах Ел-чĕкри Кооператив урамĕнче, Тăрмăшра, Çĕнĕ Пăвара, Кивĕ Эйпеçре, Таяпа Энтринче, Кÿлпуçре пурăнакансен урамсене таса тытас енĕпе çанă тавăрса ĕçлемелле. Аслă Елчĕкри А.Матросов, Пушкин ячĕллĕ урамсенче, Тăрăмра, Кипеçре, Кĕçĕн Таяпари тĕп урамра, Тĕмерпе Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенче правилăсене çирĕп пăхăнма пуçлани сисĕнет. Аслă Таяпари урамсем те тирпейленсе пыраççĕ.
Тасалăх çинчен калаçнă чухне хытă каяшсене хума вырнаçтарас пирки ыйту çĕкленет. Социаллă, культурăпа йăла, сывлăха сыхлас объектсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен территорисене вăхăтлăх çÿп-çапа хумалли контейнерсем вырнаçтармалла, вĕсене бетон сарнă никĕс çине лартмалла. Ертÿçĕсемпе уйрăм граждансен ММПП ЖКХ дирекцийĕпе çÿп-çапа Елчĕкри свалкăна тăкма килĕшÿ тумалла. Ку енĕпе Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсенче вырнаçнă предприятисемпе учрежденисем, чылай предпринимательсем килĕшÿсем тунă. Хытă каяшсене илсе кайса тăкнăшăн вăхăтлă тÿлеççĕ. Тăван тавралăха варалакан граждансем пирки вара ирĕксĕрех акт çырма тивет. Ăна вара правăна сыхлакан органсене ярса паратпăр.
|