Марафон малалла пырать
Культура пулăмĕсен марафонĕ районта малалла пырать. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вырăс патшалăх драма театрĕн артисчĕсем “Про солдата и змею” музыкăллă юмах кăтартрĕç. Тĕрлĕ çулсенчи ачасене, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне пуçтарчĕ вăл. Куракансем геройсемпе пĕрле юмах тĕнчинче пулчĕç, вĕсемпе пăшăрханчĕç, савăнчĕç, ĕмĕтленчĕç. Ыран вара Елчĕке М.Çеçпĕл ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕн артисчĕсем килсе çитес.
"Елчĕк Ен"