Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Фермăсем çĕнелеççĕ

Тĕрĕслевĕн виççĕмĕш ушкăнне район пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ. Витесене хĕле хатĕрленине тĕрĕсленĕ май “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ фермăсене çĕнетсе улăштарассинче мĕнле витĕм кÿнипе паллашрĕ, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленипе интересленчĕ.

“Комбайн” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи В.Романова ертсе пыракан пĕрремĕш комплекслă бригада ĕçри хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе хуçалăхра çеç мар, районта та малтисен ретĕнче тăрать. Кунти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем вăкăрсене (иртнĕ уйăхра куллен 912 грамм ÿт хуштарнă) тулăх тăрантараççĕ, лайăх пăхаççĕ. Çав хушăрах уй-хирте, йĕтем çинче те тар кăларса вăй хураççĕ. Хĕрĕх çул ытла ларакан витесенчи ĕçе механизацилемен, çапах та нăйкăшмаççĕ выльăх самăртакансем. Тухăçлă вăй хунине кура ĕç укçине начар мар тÿлени савăнтарать те вĕсене.

Кивĕ Эйпеçри сысна витисене кĕрсен чăннипех те чун савăнать. Тап-таса та çутă вĕсенче, кунта кирек камăн та юрласа ĕçлес килет-тĕр. Тахçан вуншар работник вăй хунă пулсан, халĕ сахал çынпах тупăшлă ĕçлет коллектив.

Кавалти ĕне ферминче çĕнĕ йышши молокопровод вырнаç-тараççĕ, ĕне витине тĕпрен çĕнетеççĕ, çĕнĕ холодильниксем туянса сĕте сивĕтсе çеç сутаççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăх патшалăха пĕр килограмм сĕте 14 тенкĕпе сутать, кашни кунах кассăна 35 пин тенкĕ пырса кĕрет. Акă ăçта вăл “шурă ылтăн” тупăшĕ! Сĕт хакĕ куллен ÿссе пынă май сăвакан ĕнесен йышне ÿстерес тесе ăнтăлаççĕ. Хальлĕхе 210 пуç ĕне пулсан, вĕсенче 350 пуçа çитересшĕн.

Çуллахи вăхăтра ĕнесене сумалли площадкăна “Комбайнра” кăçал ăсталанă. Ферма çывăхĕнчех, меллĕ те, тупăшлă та.

“Победа” хуçалăхра та ĕç шăв-шавĕ кĕрлесе çеç тăрать. Витесене çĕнĕрен реконструкцилеççĕ, пысăк пахалăхлă продукци туса илессишĕн çĕнĕ йышши оборудованисем туяннă, вĕсене вырнаçтарассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ кунта. Ĕне кĕтĕвне çĕнетес тесе ăратлă пушмак пăрусем туянма мехел çитернĕ, вĕсем майĕпен пăруласа пыраççĕ. Хуçалăх хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра 16 килограмм сĕт суса илет, çак кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 4 килограма яхăн нумайрах. Çакă савăнтарать: ĕнесем валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ Аслă Пăла Тимешре. Козлятник уттин пахалăхĕ вара продукци тухăçлăхне ÿстересси куç кĕретех. Ăна вĕсем пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах хатĕрленĕ, апла пулсан ĕнесем улăм пачах çимеççĕ кăçал. Витесене хута ярсан “Победа” хуçалăх ÿсĕм çулĕ çине тăрасси иккĕлентермест.

Тăрăшуллă хуçасем ертсе пынипе, ферма хĕрĕсемпе тата каччисемпе пĕр чĕлхе тупса тăрăшнипе маларах асăннă хуçалăхсем малалла талпăнаççĕ пулсан, “Кушкă” хуçалăхри ĕне витисенче вара çу каçса та урлă выртана тăрăх çавăрман. Вентиляци шăтăкĕнчи пĕлтĕрхи улăма та кăларайман чухне ытти пирки мĕнех калăн;

“Арланово”, “Марс”, “Свобода”, “Бикуловы” хуçалăхсенче ырă улшăнусем çук мар. Акă, “Марс” хуçалăх ултă çул ĕçлемен молокопровода часах хута ярать. “Свобода” хуçалăхра та ку енĕпе çанă тавăрса вăй хураççĕ. “Яманчурино” хуçалăх вара тата пысăк ĕçе пуçăннă: тахçантанпа юхăннă ĕне витин маччине улăштарнă, çĕнĕ оборудованисем туянса хальхи йышши молокопровода хута ярасшăн. Малашне пахалăхлă сĕт сутса хуçалăх ура çине çирĕп тăрасса шанма пулать.

Юлашкинчен комисси членĕсем çакна палăртрĕç: кăçал чылай хуçалăхра “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕ-шÿллĕн, çăмăллăхлă кредитсем илсе выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас çул çине тăнă. Ферма территорийĕсем тирпейлĕ, çерем ешерет. Кивĕ Эйпеçри сысна фермин коллективĕ ку енĕпе уйрăмах ырă ята тивĕçлĕ.



"Елчĕк Ен"
26 сентября 2007
00:00
Поделиться