Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

СПОРТЗАЛ УÇĂЛЧĔ

ХĔЛЛЕХИ вăрăм каçсене мĕнле ирттересси пирки пуçа ватмалла мар малашне Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш çамрăкĕсен. Нумаях пулмасть культура çурчĕн темиçе çул усăсăр пушă тăнă пÿлĕмне юсаса спортзал уçрĕç. Çак ĕçе пуçараканĕн, ял тăрăхĕн ертÿçин Виталий Рыбкинăн нумай ĕç туса ирттерме тиврĕ. Халĕ кунта çутă та хăтлă. Малашне Аслă Пăла Тимешĕнче район тата республика шайĕнче мини-футбол, баскетбол, теннис ăмăртăвĕсене те ирттерме май пулĕ.

Спортзала уçма çак тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă çынсем - Пĕтĕм Раççейри “Пĕрлĕхлĕ Раççей” /“Единая Россия”/ политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн Политканашĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи самбо федерацийĕн президенчĕ Олег Захаров тата Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Константин Портнов хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ Николай Миллин ял тăрăхĕн пуçлăхне тата спортзала ĕçе яма хутшăннă çынсене вăй-хăват сунчĕ.

Çак ялта çуралса ÿснĕ Социализмла Ĕç Геройне, ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторне Иван Михайловские чысласа мини-футбол турнирĕ тата волейбол ăмăртăвĕ ирттерчĕç.



"Хыпар"
22 сентября 2007
00:00
Поделиться