Парăмсене вăхăтра татмалла
Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 23-мĕш статйипе килĕшÿллĕн налук тÿлекенĕн палăртнă налуксене вăхăтра тÿлеме тивĕç. Çав шутран транспорт налукне те. Ăна Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшÿллĕн автотранспорт пурри çинчен регистрациленĕ çынсен тÿлемелле. Анчах автомашина хуçисен йышĕнче налуксене вăхăтра тÿлеменнисем те пур. Сăмах май аса илтерсе хăварасшăн: кашни çулах пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр иртнĕ çулхи налуксемпе татăлмалла. Сборсемпе тÿлевсем тÿлемелли срок иртнĕ хыççăн федераци налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕ кашнийĕн патне требованисем ярса парать. Ăна илнĕ хыççăн та налуксене тÿлемен хуçасен ĕçĕсене суда тăратать. Суд пăхса тухнă хыççăн та парăмсене тÿлеменнисене вара пуçран шăлмаççĕ. Кашнийĕн патне налук инспекцийĕн работникĕсем, суд приставĕсем килрен çÿреççĕ. Укçа-тенкĕ тÿлейменнисенне килти хаклă япалисене арестлеççĕ тата ытти. Çак кунсенче çеç маларах асăннă службăсем ятарлă рейдсем йĕркелесе район центрĕнче пурăнакан парăма кĕнĕ автотранспорт хуçисем патĕнче пулчĕç. Ыт ахальтен каламаççĕ çав: налуксене вăхăтлă тÿле те канлĕ çывăр.
Районта транспорт налукĕ тÿлемен уйрăм çынсем йышлă. Хальхи вăхăт тĕлне 640 çын 503688 тенкĕ те 71 пус парăма кĕрсе кайнă. Вăл шутран 5 пин тенкĕрен те ытларах парăмлисене палăртмасăр иртейместĕнех. Елчĕкри Ю.Блинов, Кĕçĕн Таяпари В.Головин, Кĕçĕн Шăхалĕнчи С.Иванов, Ĕнелĕнчи М.Исаков, Тĕмерти А.Козлов, А.Константинов, Элекçей Тимешри В.Краснов, Аслă Пăла Тимешри А.Михайловский, С.Портнов, Елчĕкри Н.Никифоров, А.Обручков, Яманчÿрелти А.Павлов, Анатри Тимешри Д.Соловьев... Çак “хура” списока нумай тăсма пулать.
Парăмлисем патĕнче пулнă хыççăн мĕн калама пулать-ха: автотранспорт хуçисем требованисем илнĕ хыççăн та шарт сикмен. Хăшĕсем вара килте çук е инçетри хуласене ĕçлеме тухса кайнă. Виççĕмĕшĕ “доверенноçпа” автотранспорта сутса янă та уншăн налук тÿлесси пирки шухăшламасть.
Тепĕр хут çирĕп асăрхаттаратпăр: транспорт налукне тÿлемен граждансен çывăх вăхăтрах парăмсене татмалла.