Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр çĕнетнине юратать

Елчĕк районĕнчи акционерсен “Прогресс” пĕрлешĕвĕ – районти чи пысăк ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Сухаланакан çĕрсем кăна кунта 4000 гектар патнелле пухăнаççĕ. Апла пулин те ку хуçалăхра, шăпах хирсен анлăлăхĕпе тата пулăхлăхĕпе пуян пĕрлешÿре, çĕрсен кашни тăваткал метрĕпе, урăхла каласан, кашни шичĕпе перекетлĕ те тирпейлĕ усă курма тăрăшаççĕ. Шăпах çакна тĕплĕн ăнлантарма, çирĕплетме тăрăшрĕ хуçалăхри çĕрĕн тĕп технологĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ В.С.Сочков.

– Каçарăр та, Владилен Славянович, халĕ пур çĕрте те çĕр пулăхлăхĕ ĕлĕкхинчен чакни, тухăçлăха ÿстермелли майсем иксĕлсе пыни çинчен калаçнине илтме пулать. Сирĕн пысăк пĕрлешĕвĕрти çĕрсем вара (вăл ĕлĕкхи пекех ултă ял халăхне пĕрлештерсе тăрать) çулленех лайăх тухăçпа савăнтараççĕ. Çакăн сăлтавне мĕнпе ăнлантарнă пулăттăрччĕ-ши эсир;

–Эпĕ агрономра сахалтан та виçĕ теçетке çула яхăн ĕçлетĕп. Тĕрлĕ вăхăтсем куç умĕнчен иртнĕ: «Тархасшăн хăвăра валли уйăрнă удобренисене хăвăртрах турттарса ка-йăр... Е ыттисене илме ирĕк парăр...» Тата ытти те. Тĕрлĕ вăхăтсем пулнă, паллах. Тепĕр чух çак хуçасăрлăх, тирпейсĕрлĕх патнех илсе çитернĕ. Удобренине те, çĕрне те тивĕ-çлипе хаклама пĕлмен. Юрать-ха, пасар экономики пурне те хăй вырăнне лартрĕ. Кирек мĕн каласан та, паян никамăн та алран кайиччен ĕçлес, çĕре те, ытти пурлăха та вырăнсăр сая ярас килмест.

– Çакна сирĕн хуçалăхра ытларах та асăрхама пулать. Çулленех çĕнĕ технологи ĕçе кĕнине, çут çанталăка, çĕре куç шăрçи пек упрама тăрăшнине асăрхатăн...

–Унсăрăн епле пултăр-ха ку чухне. Калăпăр, минераллă удобрени кирлĕ чухлĕ туянма укçа-тенкĕ çитмест. Ирĕксĕрех çĕре вăй кĕртмелли урăхла май шыратăн. Акă, ĕлĕкрех сухалакан çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕнче курăксем 25–30 процентран ытла йышăнман. Халĕ вĕсем хăш-пĕр комплекслă бригадăсенче 40 процентран та иртеççĕ. Ытла нумай пек туйăнать-и; Пирĕн шутпа, питех те виçеллĕ. Шăпах çав курăк иртнĕ çулта е маларах ытти культурăсем тăпрари тутлăхлă япаласене илнине ытлашшипех каялла тавăрса парать. Çитменнине вăл чăн-чăн тутлăхлă апат, урăхла каласан, натуральнăй удобрени. Апла пулсан, вăлах, тухăçа çĕкленипе пĕрлех, пире экологи енчен таса продукт туса илме (шăпах ăна пур çĕрте те ытларах ыйтаççĕ) май парать.

Сăмах майăнах çĕр пулăхне ÿстермелли ытти майсем çинче чарăнса тăни те вырăнлă пулĕ тетĕп. Акă, пирĕн хуçалăх, хăй вăхăтĕнче епле йывăр пулчĕ пулсан та, обществăлла фермăсемпе выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварма пултарчĕ. Çапла вара пĕрлешÿре тислĕк туса илесси те унчченхинчен чакманпа пĕрех. Çавна май çулсеренех пĕр е тепĕр уя гектар пуçне вунă тонна таран органика кăларса çĕнетме май килет. Çакă та продукци пахалăхне лайăхлатмалли – экологи енчен таса тĕш тырăпа ытти культурăсем çитĕнтермелли çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать. Чăнах та, эпир тырă халлĕн сахал суту-илÿ тăватпăр. Пĕр енчен, йышлă выльăх-чĕрлĕх валли фураж нумай кирлĕ (вăрлăхлăххине, паллах, ахаль йышшипе кÿршĕсенчен ылмаштарса илетпĕр). Тепĕр енчен, хамăрăн паха тырăранах пĕрлешÿ пекарнинче паха çăкăр е ытти хатĕр продукци пĕçерсе сутни ытларах тупăш пани каламасăрах паллă.

– Çĕре сыхлас, унăн пулăхлăхне упраса хăварас енĕпе ытти ĕçсем туни те сирĕншĕн ют мар;

–Паллах. Акă, çил тата шыв эрозине хирĕç вĕçĕмсĕрех кĕрешетпĕр эпир. Тÿскелте, Ĕнелте, Патреккел таврашĕнче унччен ишĕлсе пыракан çырмасем питех те нумайччĕ. Вĕсене май пур таран хытарма, чылай çĕрте пĕчĕк пĕвесем туса пÿлме пултартăмăр. Халĕ вĕсене лайăх пăхса тăратпăр, йывăç лартса çирĕплететпĕр. Темиçе çул каяллах ĕнтĕ Хурăнвар çырми çине пысăк пĕве тунăччĕ. Анчах ăна час-часах тасатма, çирĕп-летме тиветчĕ. Халĕ çак йăнăша тÿрлетнĕ. Плотинапа çырмана ятарласа уйăрнă икĕ вăй питти çын пăхса тăрать. Вĕсем ун хĕррипе йывăçсем латса чĕртеççĕ, ишĕлес хăрушлăхлă вырăнсене хытараççĕ, пулă та ĕрчетеççĕ.

Пĕрлешÿ правленийĕн йышăнăвĕпе Патреккелĕнчи историллĕ пĕлтерĕшлĕ çăла (ăна 1911–1912 çулсенчех тунă) тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ унтан хуçалăхри тăватă яла тата фермăсене сиплĕ те таса шыв кайса тăрать. Кунсăр пуçне кÿлĕ таврашĕ халăха канмалли чи илемлĕ вырăн пулса тăчĕ. Унта шыва кĕрсе канма та, пулă тытса йăпанма та, кимĕпе е катамаранпа ишсе киленме те май пур.

– Эсир Патăрьелĕнчи ял вăрман хуçалăхĕпе те туслă çыхăну тытатăр; Çакă мĕнле усă парать сире;

–Пур енчен те. Акă, нумаях пулмасть вăрман хуçалăхĕ пулăшнипе Ĕнелĕнчи пушăрах пек вырăна темиçе гектар йывăç лартрăмăр. Вĕсем пурте тенĕ пекех лайăх чĕрĕлчĕç. Тĕрлĕ йышши йывăç-тĕм лартнăран теприсем ăна дендрари теме те пăхаççĕ. Сăмахĕ пĕтĕмпех тÿрре килемест пулĕ те, анчах хуçалăх пуçлăхĕ М.И.Разумов килĕнчи пахчинчен илсе килсе лартнă шĕшкĕ, хăш-пĕр вăрмана юратакансем кĕмĕл чăрăш е ытти йывăç лартни дендрари ята кĕçех туртса илессе те шанма пулать.

– Владилен Славянович, çакăн пек хĕрÿ вăхăтра та пирĕнпе тĕл пулма вăхăт тупнăшăн (эсир тĕп агрономсăр пуçне хальхи вăхăтра иккĕмĕш комплекслă бригадăн вырма комплексне те ертсе пыни çинчен пĕлтерчĕç) сире чĕререн тав тăватпăр, çĕр ĕçне çĕклес тата аталантарас ĕçре çĕнĕ ăнăçлăхсем сунатпăр.



"Елчĕк Ен"
18 сентября 2007
00:00
Поделиться