«Ветеран» ята мĕнле илмелле?
«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ăçта тата мĕнле документсем тăратмалла-ши?
Чи малтанах вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕнче ĕçлекенсемпе калаçмалла. Хăвăр çумра паспорт, Чăваш Республикин патшалăх наградисене тата ватлăх пирки пенси илме тивĕçлĕ пулнине çирĕплетекен документ-сем пулмалла. Заявление социаллă хÿтлĕх пайĕнче çырмалла.
"Елчĕк Ен"