Энтепесем кĕнекепе туслă
«Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ, кĕнекепе туслă пул», – тенĕ ваттисем. Энтепе ялĕнчи ачасем каникулта та кĕнекепе туслă. Пушă вăхăта хăйсен юратнă вырăнĕнче – ялти библиотекăра ирттереççĕ.
Çутă та илемлĕ библиотека пÿлĕмĕсем. Ăçта ан пăх, унта куçа савакан сăрăсемпе эрешленĕ стендсем, плакатсем, выставкăсем. Библиотека активĕн членĕсем йĕрке туса тăмашкăн тăтăшах дежурствăра пулаççĕ.
Çапах та, мĕншĕн юратать-ха çак библиотекăна ял халăхĕ, мĕншĕн пушă вăхăтра тÿрех унта туртăнать вăл; Ыйтăвăн тупсăмне тупас тесе пуçа ватмашкăн кирлĕ мар. Хăйĕн ĕçне чун чĕререн тата тĕплĕн пĕлсе туса пырать Лариса Николаевна Данилова библиотекарь. Ачасен ăс-туйăм интересĕсене хисеплет, çамрăксене тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе библиотека ĕçĕнчи тĕрлĕ енлĕ пуян та интереслĕ меслетсемпе усă курать.
Библиотекарь ырă сăмах илтме тивĕçлĕ: вăл тăван республикăпа çыхăннă литературăна лайăх пропагандăлама тăрăшать. Акă, сăмахран: Елчĕк ен 80 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ выставка. Ун çумĕнчех Геннадий Никандрович Волков профессор, академик, тĕпчевçĕ 80 çул тултарнине халалласа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Вулакансем хăйсен ялĕн историйĕпе интересленччĕр тесе Лариса Николаевна конкурс ирттерчĕ. Татьяна Садовникова «Кивĕ Арланкасси ялĕн историйĕ, çыннисем, йăли-йĕрки» темăпа тĕпчев ĕçĕ çырса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Унсăр пуçне тата вăл ялта пулса иртнĕ паллă самантсене ÿкерсе «Тăван ялăм, савнă ялăм» сăн ÿкерчĕк стенчĕ йĕркелесе пырать. Çавăн пекех компьютерпа тăван ял историн сайтне хатĕрлет. Ачасем тăван ял, республика пурнăçĕпе, унăн чапа тухнă çыннисемпе савăнсах паллашаççĕ.
Лариса Николаевна 1988-2002 çулсенче Энтепери шкул библиотекинче ĕçленĕ. Унтан ялти библиотекăра вăй хунă. Вулав çуртне пĕтерме парас мар тесе тĕслĕх библиотеки уçассишĕн нумай тăрăшнă. Кану кунĕсене пăхмасăр юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕлтĕр юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче тĕслĕх библиотека уçнă. Унта халĕ компьютер, принтер, телевизор, DVD дисксен пуххи пур. Халăха вулама тĕрлĕрен илемлĕ çĕнĕ кĕнекесем те нумай кунта. Интернетпа та çыхăнтарнă. Библиотекăра компьютер пулни Лариса Николаевнан ĕçне самаях çăмăллатать.
Тăтăшах шкул ачисем вĕрентекенĕсемпе курав урокĕсем ирттерме килеççĕ. Кашни предметпах кунта вĕрентÿ дискĕ пур. Çав вăхăтрах мультфильмсем, кинофильмсем те кураççĕ.
Кашни шăмат кун Лариса Николаевна ачасене компьютерпа ĕçлеме вĕрентет. Библиотекарь ачасене пур енлĕн аталантарма тăрăшни куç кĕретех, çавăнпа та вĕсем вулав çуртне хаваспах çÿреççĕ.
Кунти кĕнеке фондне шкул программипе çыхăнтарса, ачасен интересĕсене шута илсе пухнă. Библиотекăра 8697 кĕнеке упранать, çав шутра чăвашлисем – 1766. Чи лайăх вулакан çемьесем – Мальцевсем, Александровсем, Даниловсем, Ивановсем, Кашинсем... Ялти сумлă ватă çынсем те тăтăшах кĕнеке вулама çÿреççĕ. Ытларах чăвашлисене кăмăллаççĕ. Çĕнĕ кĕнекесем килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Лариса Николаевна Кивĕ Арланкасси ял çыннисене те кĕнекесемпе тивĕçтерсе тăрать. Унта та вăл кĕтнĕ çын.
Библиотекăра хаçат-журнал та нумай. «Елчĕк ен», «Хыпар», «Республика», «Çамрăксен хаçачĕ», «Сывлăх», «Хресчен сасси» хаçатсене вуласа çĕнĕ хыпарсемпе паллашаççĕ. Ачасем «Тетте» журналпа, «Тантăш» хаçатпа туслă.
Библиотекăра кĕнекесене ачасем хăйсем суйласа илеççĕ, çавна май çÿлĕксене илемлĕ шрифтпа çырса е ÿкерчĕксемпех тĕрлĕ пайсене уçăмлăн курăнмалла пайланă.
Хăш-пĕр вулакансем Лариса Николаевнăпа хăйсен чун хурланăвĕсене, сăнарсемшĕн савăннине пĕлтереççĕ. Ачасемпе кĕнекене тишкерÿ тăвасси йăлана кĕнĕ. Кĕнеке вуласа ачасем хăйсем те поэт е çыравçă пулас ĕмĕтлĕ, çавăнпа та сăвăсемпе калавсем çыраççĕ. Лариса Николаевна çамрăк çы- равçăсем валли конкурс йĕркеленĕ. Уйрăмах Алиса Баскакова, Елена Михайлова, Марина Баскакова, Таня Садовникова, Мария Веникова палăрчĕç. Вĕсем ытларах хăйсен ашшĕ-амăшĕ, ачалăхĕ, чĕрчунсем, çуралнă кĕтесĕ пирки хайлавсем шăрçалаççĕ.
Эпĕ пулса курнă кун та библиотекăна ача-пăча килсех тăчĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлĕпе хаваспах паллашрăм. «Шкулта вулама хушнă кĕнекесене йăлтах çакăнта тупатăп. Библиотекарь ырă кăмăллă, çепĕç те тарават», – тет 7 класра вĕренекен Е.Михайлова.
Çын мĕн пĕчĕкрен вулама юратни, çĕнĕ пĕлÿшĕн ăнтăлни кĕнеке нихăçан та манăçа тухманнине çирĕплетет.
"Елчĕк Ен"