Донорсене – компенсаци
Чирлĕ çынна юн пани – пархатарлă пулăм. Елчĕк районĕн-чи халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмра паянхи кун тĕлне 116 донор шутра тăрать. Вĕсенчен 53-шĕ – “Раççейĕн хисеплĕ донорĕ”, 63-шĕ – “СССР хисеплĕ донорĕ” ятсене тивĕçнĕ. Çурла уйăхĕнче донорсем валли 67 пин тенкĕ компенсаци уйăрнă. Компенсаци тÿлевне донорсем Раççей Перекет банкĕ урлă илĕççĕ.
"Елчĕк Ен"