Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

<p style="margin-top: 0; margin-bottom: 0"><marquee style="color: #FF0000; font-weight: bold">Поздравляем районную газету "Елчек ен" с 75-летием!!!</marquee></p>

"Елчĕк издательство çурчĕ" патшалăх унитари предприятийĕн директорне В.П.Кондратьева, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторне Н.В.Алексеева.

 Сире тата сирĕн коллектива чун-чĕререн юбилейпе - район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа саламлатăп!

 Район хаçачĕ - район пурнăçĕ. "Колхоз ялавĕ", "Елчек ен" хаçатсен страницисем çинче район пурнăçĕн паллă та пĕлтерĕшлĕ саманчĕсем упранаççĕ, хальхи вăхăтра та куллен çырăнса пыраççĕ. Вуншар çулсем хушшинче редакцире хăйсен ĕçĕсене чунтан парăннă, районăн социаллă экономикăлла аталанăвне тỹпе хывас туртăмлă çынсем ĕçленĕ. Хаçат страницисем çинче паян та обществăпа пурнăç, ял хуçалăхĕн, вĕрентỹпе сывлăх сиплевĕн, строительство, культура ыйтăвĕсем анлăн çутатăнаççĕ.

Хаçатăн тĕп тĕрекĕ - журналистсемпе штатра тăман корреспондентсем. Шăпах вĕсен ăсталăхне, пултарулăхне кура хаçат илемлĕ те тарăн шухăшлă, паянхи кун ыйтăвĕсене вăхăтлă та уçăмлă çутатакан кăларăм шутланать. Вуншар çул каяллахи пекех паян та вăл районта пурнакансен чи кĕтнĕ те, чи юратнă хаçачĕ. Шансах тăратăп, малашне те "Елчĕк ен" çĕнĕ технологисемпе усă курса район пурнăçне тĕрĕс те туллин çутатса, çĕнĕлĕхсемпе малта пыракансен опытне пурнăçа кĕртме пулăшса пырĕ.

Район хаçачĕн пархатарлă çулĕ малашне те такăр пултăр. Сỹнми ăсталăх, иксĕлми вăй-хал материалсене татах та çивĕчрех, пĕлтерĕшлĕрех, вулакансемшĕн çывăхрах тума пулăшса пыччăр. Хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, унăн вулаканĕсем çулсерен хутшăнса пыччăр.

Юбилей ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре тата та пысăк çитĕнỹсем, ăнăçу сунатăп!

 

Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П. Миллин.



24 августа 2007
10:10
Поделиться