13:17_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем строителя
Строительство комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Строитель профессийĕ яланах чи хисеплисен шутĕнче пулнă. Пурăнмалли кил-çурт, социаллă объект купалатăр е çулсем саратăр-и эсир - районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне пысăк тỹпе хыватăр, çынсене тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн тимлетĕр. Строительство отраслĕн тăрăшуллă ĕçне кура экономикăн ытти сферисем ăнăçлă аталанаççĕ, пурнăç шайĕ лайăхланать.
Район территоринче ĕçлекен строительсем умĕнче кăçал пысăк задачăсем тăраççĕ - районăн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ямалла, каши яла асфальтлă çулпа çыхăнтармалла. Шансах тăратăп, сирĕн професси пĕлĕвĕ, тăрăшулăх, яваплăх ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парĕç.
Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.