10:01_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем физкультурника
Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!
Сире чĕререн Пĕтĕм Раççейри физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Физкультурăпа спорт пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Спортпа туслă, сывлăхлă, чунпа пуян çынсем общество тĕрекĕ шутланаççĕ, вĕсене кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу, çитĕнỹ кĕтет.
Елчĕк халăхĕ яланах спортпа туслă пулнă. Тĕнче шайĕнче палăрнă спортсмен-ентешсемпе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр, савăнатпăр. Ачасем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр, çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарччăр тесе куллен тăрăшатпăр. Елчĕкре, районти ялсенче юлашки çулсенче хута янă спорт залĕсем, хоккей площадкисем, кăçал алăкĕсене уçмалли мăнаçлă физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕ малашлăха шанчăкпа пăхма май парать.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, юрату, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатăп!
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.