Яваплă тапхăр умĕн
«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕнче суйлав кампанийĕн ыйтăвĕсемпе семинар иртнĕ.
Семинарăн тĕп теми – партин регионти, вырăнти тата пуçламăш уйрăмĕсен Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕн суйлав кампанийĕ умĕнхи тата ун вăхăтĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ. Ăна регионти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ М.Михайловский ертсе пынă.
Михаил Алексеевич çĕршывшăн тата республикăшăн яваплă тапхăр пулнине палăртнă. «Суйлав умĕнхи стратеги уçăмлă, – пĕлтернĕ вăл. – Партишĕн чи лайăх агитаци – вăл Чăваш Ен, Раççей çыннисен ырлăхĕшĕн тăвакан пуçаруллă ĕçсем».
– Чăваш Ен Президенчĕн Николай Васильевич Федоровăн сăмахĕсене урăхлатса çапла калатăп, – тенĕ М.Михайлов-ский. – Пирĕн оппонентсем социализма тавăрма, капитализма туса пĕтерме шантарнă вăхăтра эпир экономикăна аталантарас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хурас, шкулсем, больницăсем, физкультурăпа спорт комплексĕсем çĕклес, çулсем тăвас ĕçсене малалла тăсăпăр.
Ахальтен мар ĕнтĕ, ытти регионти хăнасем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне ырласа палăртаççĕ.
Семинара хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтупа тухса каланă. Вăл шутра – парти сасăлавне ирттересси те. Партин регионти, вырăнти, пуçламăш кашни уйрăмĕнче суйлав списокĕпе тăратнă çынсен кандидатурине пăхса тухĕç. Хыççăн вĕсене регионти уйрăмĕн конференцинче сÿтсе явĕç, унтан партин сентябрьти съездĕнче официаллă майпа тăратма сĕнĕç.
«Чăваш Енпе «Единая Россия» партирен тăратнă кандидатсем паллă, хисеплĕ авторитетлă çынсем, республикăри обществăлла шухăшлавĕн лидерĕсем, пĕр сăмахпа каласан – ĕç çыннисем пулĕç», – пĕтĕмлетнĕ М.Михайловский.