Кам-ши вăл, Степан Арланов?
Акă, пĕр тĕслĕх кăна. Е.С.Сергеева тухтăр çинчен Мускавра тухса тăракан кĕнекесемпе хаçат-журналсенче пичетленнĕ чылай кĕнеке пухнăччĕ. Эпĕ вĕсене Энтепе вăтам шкулне парнелерĕм.
Шырав тÿрех ăнăçупа вĕçленмест. Тепĕр тĕслĕх. П.Ялкира эпĕ тахçантанпах пĕлеттĕм. Вăл Вăрнарта ĕçленĕ чухнех паллашнăччĕ унпа. Пĕрле ларса ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксем те сахал мар. Шупашкара куçса килсен эпĕ ун патĕнче, вăл та ман патăмра сахал мар пулнă. Чăваш çыравçисем çинчен икĕ хутчен, чăвашла, унтан вырăсла кĕнекесем пичетлесе кăларчĕ вăл. «Литературный мир Чувашии» кĕнекинче вăл Кивĕ Арланкасси ялĕнче 1921 çулта çуралнă Арланов Степан çинчен çырать. Унăн сăввисем 1938 çултанпа «Çамрăк большевик» хаçатпа «Сунтал» журналта пичетленнине палăртать. 1942 çулта Смоленск облаçĕнче пуç хунă. Вăрçăччен вăл Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен вĕренсе тухнă.
Эпĕ хам та Кивĕ Арланкассинче çуралса ÿснĕ. Пирĕн ялта Арланов хушаматлă çынсем çук. А.Богданов, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, ун пек сăвăçа ас тумасть. «Елчĕк энциклопедийĕнче» те ун çинчен асăнман. Арлановсем Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре пуррине пĕлтĕм, вĕсенчен пĕри «Хыпар» хаçатра ĕçлет. Вăл та çавăн пек çыравçă пулни çинчен пĕлмест. Тĕп архивра ĕçлекенсенчен пĕри те çавăн пек хушаматлă (мăшăрĕ енчен). Çав Арланов çĕре кĕнĕ май унăн йăх тымарне пĕлсе юлаймарăмăр.
Паллах, Çĕнĕ Пăвара урăх район çыннисем те вĕренме пултарнă.
Те саманине пула, те урăх сăлтавпа эпир, чăвашсем, тепĕр чухне хамăрăн йăх-тымара пĕлместпĕр, тĕпчеместпĕр. Пире ытларах «паян кирлĕ çын» интереслентерет. Çапах та иртнине те манас марччĕ. Степан Арланов чăн-чăн хушамат-ши е псевдоним; Кам пĕлет-ши ăна; Ас тăвакан пур-ши, çук-ши; Пĕлекен пулсан, хаçат редакцине пĕлтерме ыйтатпăр.
Темиçе çул каялла эпĕ хам лайăх пĕлнĕ М.Кадышевăн «Кĕçĕн Пăва кĕввисем» ятлă кĕнекине пичетлесе кăларма пулăшрăм, Н.Доброхотовăн буклетне, П.Н.Тепловăн, О.А.Сазоновăн аса илĕвĕсене редакцилерĕм. Шел пулин те, Н.А.Прокопьевăн ал çырăвĕсене шыраса тупаймарăм, пур пулсан та, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, памарĕç пулас.
Тен, Степан Арланов хайлавĕсем те ăçта та пулин упранса юлнă; Çапла пулсан, вĕсене район хаçатĕнче те пулин кун çути кăтартасчĕ. Паттăрсен вилĕмĕпе çĕре кĕнĕ сăвăçа манăçа хăварас марччĕ.
Борис БОРЛЕН, чăваш халăх ăсчахĕ