Куç хăрать те, алă тăвать
«Уй-хир карапĕсене» ĕçлеттерме чи шанчăклă çынсене çирĕплетсе панă. Вĕсем: Валерий Захаров, Николай Денисов, Сергей Краснов. Георгий Парамоновпа Дмитрий Егоров тата Николай Родионов – комбайнерсен пулăшаканĕсем.
Черетлĕ ĕççи каçалăкне Валерий Захаров уçрĕ. Кăçалхипе вуннăмĕш сезон комбайн штурвалĕ умне ларать вăл. Уй-хир хуçипе кĕрхи тулă пуссинче тĕл пултăмăр. Ана таса, çум курăксăр пулнăран кĕрхи тулла тÿрремĕнех çапса тĕшĕлеме май килет. Унăн тухăçĕ те пĕчĕк мар, малтан шутланă тăрăх 1 гектартан 32-33 центнертан кая мар тухать. «Енисей-1200» комбайн бункерне тулнă тырра Алексей Волков водитель йĕтем çине турттарать.
Йĕтемри тĕп вăй – хĕрарăмсем. Галина Карсакова, Алина Савельева, Мария Архипова, Зинаида Максимова, Татьяна Никифорова, Светлана Максимова, Галина Карчикова тырра алланă, сортланă çĕрте тăрăшаççĕ. Сортировкăсене кăлтăксăр, тухăçлă ĕçлеттерессишĕн Петр Никифоров машинист яваплă. Александр Савельевпа Василий Родионов машиниста пулăшакансем шутланаççĕ. Любовь Муравьева – йĕтем заведующийĕ.