Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурс малалла тăсăлать

Ăста журналиста, район хаçачĕн редакторĕ пулнă Александр Георгиевич Миллина асăнса «Елчĕкри издательство çурчĕ» ПУПăн «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче очерксемпе калавсен конкурсне ирттерме йышăнни çинчен пĕлтернĕччĕ.

Хаçат редакцине ку енĕпе материалсем килеççĕ. Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Чи малтанхин пĕтĕмлетĕвĕсене район хаçачĕн юбилейĕ – пĕрремĕш номер тухнăранпа 75 çула паллă тунă кун палăртăпăр. Иккĕмĕш тапхăр вара 2007 çул вĕçленичченех тăсăлать. Çĕнтерÿçĕсене издательство çурчĕпе А.Г.Миллинăн ывăлĕсем – Николайпа Борис çирĕплетнĕ хаклă парнесем кĕтеççĕ.



"Елчĕк Ен"
31 июля 2007
00:00
Поделиться