Çăл çуртне юсанă
Пирĕн районти Патреккел çăлĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ истори палăкĕ шутланать. Ăна 1911 – 1912 çулсенче паллă мар нимĕç инженерĕ уçнă, çăла тасатса тарăнлатнă, ун çине часавай лартнă. Çавăнтанпа çăл шывĕн таппи пĕртте чакмасть. Унăн сиплĕ шывĕпе Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш ялĕсенче пурăнакансене çеç мар, Патреккелти ĕне, сысна фермисене тивĕçтереççĕ. Вăл çавăн пекех Аслă Пăлана чĕрĕлĕх кĕртет.
Патреккелсем çăла тата часавай çуртне тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Нумаях пулмасть Владимир Петров ертсе пыракан ушкăнри Людмила Чернова, Надежда Чернова, Елена Кузнецова рабочисем çăл çуртне юсарĕç, сăрларĕç, тирпей-илем кĕртрĕç.