Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Фермăсене çĕнетеççĕ, выльăхсем туянаççĕ

Нацин приоритетлă “АПК аталанăвĕ” проектне пурнăçласа акционерсен “Прогресс” обществинче, “Яманчурино” тулли мар яваплă обществăра, “Свобода”, “Комбайн”, “Сатурн”, “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕсенче фермăсене çĕнетессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Акă, “Победа” ЯХПКра сăвакан 400 ĕне вырнаçмалăх зал тăваççĕ. Ытти хуçалăхсенче сĕт пăрăхĕсем, 600 ĕнерен сунă сĕт сивĕтмелли установкăсем вырнаçтараççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем çăмăллатнă кредитсем илнĕ, строительство ĕçĕсене пуçăннă. Çавăн пекех ăратлă 140 пушмак пăру туянма “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕ, “Урожай”, “Яманчурино” тулли мар яваплă обществăсем 8, 1 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ.



"Елчĕк Ен"
20 июля 2007
00:00
Поделиться