Çĕр пирки ыйту нумай
– Килти хушма тата дача хуçалăхĕсене тытма, пахча çимĕç çитĕнтерме, пурăнмалли уйрăм çурт-йĕр строительстви валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарас тесен чи малтанах çĕр лаптăкĕн чиккине палăртмалла (межевани) тата кадастр планне йĕркелемелле. Харпăрлăх правине регистрациленĕ чухне деклараци çырмалла. Декларацире çĕр участокĕн лаптăкне, унта вырнаçнă пур çурт-йĕр объекчĕ пирки тулли (лаптăкне, мĕнле материалтан пулнине т. ыт. те), участок планне тата кадастр номерне кăтартмалла. Харпăрлăх правине Раççей регистраци органĕсенче регистрацилеççĕ. “Куçман пурлăхăн уйрăм объекчĕсемпе усă курма граждансен прависене çăмăллатас енĕпе Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен” федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, харпăрлăх правине куçарас йĕркен ансат енĕсене те палăрт-малла: çурта харпăрлăха куçарнă чухне уйрăм çурт строительстви е хушма хуçалăх валли уйăрнă участокра çурт-йĕре хута яма илнĕ ирĕк кирлĕ мар. Çĕр чиккине палăртассипе ирттерекен ĕçшĕн тÿлемелли йĕркене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕнче çирĕплетнĕ. Чикке палăртнă чухне усă куракан çĕр лаптăкĕ документ-ра кăтартнинчен ытларах пулсан мĕн тумалла? Çакнашкал тĕслĕх чылай тĕл пулать. Енчен те “ытлашши” çĕр лаптăкĕн-чен çĕнĕ участок йĕркелеме май килмест пулсан малашне “хăй ирĕкĕпе усă курнă” çĕрсене регистрацилеме пулать. “Ытлашши” çĕр лаптăкĕн нормативлă право актне патшалăх реестрне кĕртме патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен ирĕк ыйтмалла мар. Харпăрлăха куçарас тесен çÿлерех асăннă йĕркепе усă курмалла. Уйрăм çурт-йĕр строительстви уйăрнă çĕр лаптăкĕ çинче ирĕк илмесĕрех çурт çĕклеме юрать-и? – тесе ыйтакансем те чылайăн пулчĕç юлашки вăхăтра. Хуравлатпăр: енчен те çурт хăпартма ирĕк илмен пулсан малтанах çĕр участокĕн чиккине палăртмалла, кадастр планне илмелле. Ун хыççăн куçман пурлăх объекчĕсем çинчен деклараци çырмалла. БТИ - техника инвентаризацийĕн бюро-вĕнчен паспорт илмелле, регистраци службинче документсене йĕркелемелле. Дача участокне регистрацилес йĕрке те çакăн пекех. Ку чухне БТИнчен справка кирлĕ мар, анчах çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк пуррине çирĕплетекен документ кирлĕ. Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнче çĕрсене инвентаризацилесе пĕтернĕ. Çĕрпе усă куракан кашни çыннăн сведенийĕ-сене компьютера кĕртнĕ, кадастр никĕсне хывнă. Çавна май вĕсем тулли те тĕрĕс пулччĕр тесен, кашни çын çĕр докуменчĕсемпе ял тăрăхĕсене пырса сведенисене тĕрĕслеттермелле. Ашшĕ-амăшĕсем вилнĕ хыççăн тăрса юлнă çĕрсене эткерлĕхе куçарассипе çыхăннă ыйтусене те кая юлмасăр татса памалла. |