Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Илле пророк шÿтлемест

Эпир пурте аслатирен хăратпăр, анчах та хамăра çак вăхăтра мĕнле тытмаллине пĕлместпĕр.

Çиçĕм вăл – электричество разрячĕ, 100 ватлă лампочкăна 3 уйăх çутатма çитет. Вăл уйрăмах уçă вырăнта хăрушă. Алăра тимĕр япала пулсан хăрушлăх тата пысăкрах пулать. Калăпăр, сенĕк, вăлта, зонт, çава.

Арçынсем аслати çапнипе хĕрарăмсенчен 4 хут ытларах вилеççĕ. Вĕсем аслати вăхăтĕнче тĕрлĕ инструмента пуçтарма васканинчен килет пулĕ ку тесе шутлаççĕ.

Аслатиллĕ çумăр пуçлансан асăрхануллă пулăр. Уçă вырăнта ан тăрăр, ăçта та пулин кĕрсе лармалла. Пÿртре шывран аякра пулмалла: кранран юхакан шывпа чашăк-тирĕк çумалла мар, душ кĕмелле мар. Тулашри тĕнчепе çыхăнакан приборсемпе ан калаçăр, антеннăна, кантăк рамине ан тĕкĕнĕр. Электричество çутин пробкисене сÿнтермелле, чÿречесене, юшкасене хупмалла.

Уйра аслати çумăрĕ хăваласа çитсен лапам вырăна анмалла. Анчах та юхакан шыв айне пуласран сыхланăр. Вăрманта лутра йывăç айне тăмалла, кукленсе лармалла, çĕре выртма юрамасть. Пахча карти çумне лармалла мар.

Юлашки çиçĕм çиçнĕ хыççăн 20-30 минутран кăна уçă вырăна тухма юрать.

Кама та пулин аслати çапсан ун çумне сĕртĕнме ан хăрăр, унран сире электричество зарячĕ куçмасть. Сусăрланнă çыннăн юн таппипе сывлавне тĕрĕслĕр. “Çăвартан çăвара” мелпе искусствăлла сывлав туса ирттерĕр.

Çиçĕм тивнĕ çынсен 80 проценчĕ чĕрĕ юлать.



"Елчĕк Ен"
11 июля 2007
00:00
Поделиться