Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш милицийĕн кунне халалласа

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствине туса хунăранпа 87 çул çитрĕ. Çак кун, 1920 çулта, Чăваш автономи облаçĕн ĕç тăвакан совечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн облаçри милици органне йĕркеленĕ. 1925 çулта облаçри милицие Чăваш АССРĕнчи Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕ ятпа улăштарнă.

Чăваш милицине туса хунă куна халалласа эрне кун районти шалти ĕçсен пайĕнче кунта ĕçлекенсен савăнăçлă пухăвĕ пулса иртнĕ. Ăна шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов уçнă. Вăл Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин тата районти шалти ĕçсен пайĕн историйĕпе кĕскен паллаштарнă, 2007 çулхи 6 уйăхри ĕç итогĕсем çинче чарăнса тăнă. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем преступленисене уçса парас, обществăлла хăрушсăрлăха сыхлас, право йĕркисене пăснă ытти тĕслĕхсене тупса палăртас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кăçалхи ултă уйăхра районта 131 преступлени (пĕлтĕр 101) тунине регистрациленĕ. Вĕсенчен 109-шне çийĕнчех тупса палăртнă. Кăçал уйрăмах йывăр преступленисем пулман, йывăр преступленисене 8 шута илнĕ. Вĕсенчен 5-шне обществăлла вырăнсенче тунă.

Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ – шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов каланă тăрăх, районти милици органĕнче 60 сотрудник ĕçлет. Вĕсенчен 35-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ, ыттисем ятарлă вăтам тата вăтам пĕлÿллĕ. Работниксем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн приказĕпе следстви пайĕн начальникне И.Бобров милици подполковникне, Ю.Зайцев, С.Савинов, Л.Егорова, Ю.Александров милици офицерĕсене, В.Шашков прапорщика тата ытти сотрудниксене тав тунă, парнесем панă.

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн В.Антоновăн приказĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумне В.Викторова кăкăр çинче çакса çÿремелли “За верность долгу” знакпа, И.Жирнова милици капитанне республикăри Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. С.Солин милици майорне ЧР шалти ĕçсен министрĕ Тав тунă, В.Иванова милици старшинине “Отличник милиции” ят панă. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕн приказĕпе В.Викторов паллаштарнă, наградăсемпе парнесем илнĕ сотрудниксене, милици органĕнче ĕçлекен ытти работниксене Чăваш милицийĕн кунĕ ячĕпе саламласа малашнехи ĕçре ăнăçусем, ырлăх-сывлăх суннă.

Чăваш милицийĕ 87 çул тултарнă ятпа Шалти ĕçсен министрĕ саламлă çыру янă. Çавăн пекех предприятисемпе организацисенчен те саламлă çырусемпе телеграммăсем килнĕ. Вĕсене шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ, милици майорĕ Н.Галкин вуласа панă.

Районти шалти ĕçсен пайĕнчи ветерансен канашне милицин отставкăри подполковникĕ В.Теллин ертсе пырать. Вăл чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи пулнă. Патреккелте пурăнакан 82 çулхи вăрçăпа милици ветеранĕ Н.Скворцов та обществăлла йĕркелĕхе тытса пырас хисеплĕ ĕçре нумай çул тăрăшнă. Вĕсем хăйсем шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ çулсене, преступленисене уçса панă кăткăс самантсене аса илнĕ, нумай сĕнÿ панă, халĕ ĕçлекен сотрудниксене пархатарлă ĕçре ăнăçусем суннă.



"Елчĕк Ен"
11 июля 2007
00:00
Поделиться