Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çыравçă кăна мар, ăста спортсмен та

Кĕçĕн Таяпаран тухнă спортсменсем юлашки вăхăтра çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Вĕсем Республика кунĕнче ăмăртусенче палăрни те çакна çирĕплетет.

Чăваш Республикинчи Писательсен Союзĕн членĕ Юрий Иванов (Сан) – темиçе сăвă кĕнекин авторĕ. Вырăсла та, чăвашла та çырать. Çав вăхăтрах вăл каратэ енĕпе хура пиçиххи çĕнсе илнĕ, нумай ăмăртусен çĕнтерÿçи. Куславккара Чăваш Республика кунĕнче Юрий Иванов “Кĕрешÿ” федерацийĕ йĕркеленĕ турнирта çĕнтерÿçĕ тата така хуçи пулса тăнă. Пиллĕкмĕш теçетке çул тултаракан кĕрешÿçĕн тата çыравçăн çитĕнĕвне ăмсанмалла.

Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн Михаил Скворцовăн воспитанникĕсем те Республика кунĕнче Шупашкарта тата Куславккара иртнĕ ăмăртусенче палăрнă.

Акă, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ, алă вăйĕ виçессипе спорт мастерĕн кандидачĕ Елена Ярославлева 55 кг çитичченхи виçере çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ку ăмăртăва 6 регионтан килнĕ алă вăйĕ виçекенсем хутшăннă.

Кĕçĕн Таяпан тепĕр каччи Виталий Семенов вара, Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, кире пуканĕ йăтассипе пъедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарнă. 65 кг çитичченхи виçере пĕрремĕш пулнă вăл.



"Елчĕк Ен"
11 июля 2007
00:00
Поделиться