Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашни ачана пособи

2007 çулхи иккĕмĕш квартал та вĕçленчĕ. Паянхи кун тĕлне районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособипе 1663 çемьене тивĕçтерет. Вĕсенче 2995 ача çитĕнет.

445 амăшĕ 2 çул тултарман пепкисемшĕн ача апачĕ валли укçан паракан хушма пособи илет. Ăна тÿлесе пыма республика бюджетĕнчен çулталăк пуçланнăранпа 5350, 1 пин тенкĕ уйăрнă. Ача пособине илекенсен шучĕ чакнин сăлтавĕ çемьере кашни çын пуçне тивекен тупăш шайĕ ÿснинчен те килет. ЧР Президенчĕн “Ачаллă граждансене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн, 2007 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парассине ÿстерес тĕллевпе хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн ачашăн уйăхсерен паракан пособие илмелли право кашни çын пуçне пирĕн республикăра çи-рĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен (2007 çулхи иккĕмĕш кварталта республикăри пурăнмалли чи пĕчĕк виçе кашни çын пуçне 3069 тенкĕпе танлашнă) 150 процент таран пысăкрах тупăш тивекен çемьесен пур тесе çирĕплетнĕ. Çакăн пек çемьесем пирĕн районта 320, вĕсенчен 25-шĕ ача пособийĕ илес тесе кирлĕ документсем тăратнă.

ЧР Правительствин ларăвĕнче çавăн пекех пособи илеймен çемьесене пырса тивекен тата тепĕр ыйтăва та пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр пулнипе пособи валли кирлĕ справка тăратаймасть. Çакна тĕпе хурса ЧР Министрсен Кабинечĕн ача пособийĕ памалли йĕркене палăртакан 381-мĕш номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ çумĕнче ачашăн уйăхсерен пособи парассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи канаш йĕркеленĕ. Ун йышне социаллă хÿтлĕх пайĕн, опекăпа попечительство, районти шалти ĕçсен пайĕн представи- телĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кĕртнĕ. Çемьесене ача пособийĕ тÿлес ыйтăва шăпах вĕсем татса парĕç. Справка пуррипе çуккине пăхмасăрах юлашки ĕç вырăнĕ пирки ĕç кĕнекинчен çырса илнĕ тăрăх (çын хăйĕнчен килмен сăлтава пула ĕçе вырнаçаймасан) тивĕçлĕ документ хатĕрлеççĕ те пособи илмелле тăваççĕ. Сусăр ачаллă çемьесене те çак йĕркепех пособи тÿлеççĕ.

Тĕрĕс мар тÿлевсем пуласран сыхланса, пособие палăртассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи канаш документсене лайăх тĕрĕслесе пырĕ. Ку чухне çемье пурлăхпа йăла тĕлĕшĕнчен мĕнле лару-тăрура пулнине те шута илеççĕ, тĕрĕслев итогĕсем тăрăх акт çырса хатĕрлеççĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕ ачасемшĕн уйăхсерен тÿлекен пособине малашне те тÿлесси е тÿлеме чарăнасси çинчен йышăну кăларать. Заявленисене тунти кунпа ытлари кун кашни эрнерех йышăнатпăр. Тĕплĕ консультаци илес тесен 2-10-11 номерлĕ телефонпа çыхăнма пултаратăр.



"Елчĕк Ен"
10 июля 2007
00:00
Поделиться