Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йытă пулас марччĕ

Пурнăç урапи кăлтăрмач евĕр урăм-сурăм çаврăнать. Пачах çаврăнмасăр майĕ те çук пулĕ çав мĕскĕнĕн. Ĕçсĕрлĕхпе хуçасăрлăх вăй илет, право йĕркине пăсасси ÿсет, демографи политики хавшать.

Нумайăшĕ, çивĕч ыйтусен авăрне путнă май, мĕнлерех ишсе тухмаллине те пĕлеймест. Пушшех те: сывă пурнăç йĕркинчен пăрăнать е тĕллевсĕрлĕхпе антăхать. Пĕтĕм тĕнчене вăрçать, ылханать. Чун-чĕре çапла майпа хытса-чулланса пырать, “сăпайлăх” тени те чăннипех кавычкăра çеç юлать.

Çыннăн кăмăл-сипетне, тыткаларăшне кулленхи лару-тăрупа çеç хаклани тĕрĕсех мар. Чылайăшĕ çут тĕнченех çапла килет, çапла пурăнать, çаплах çĕре кĕрет. Шăмă кăшлама вĕреннĕ йытă...

Пин çын – пин тĕрлĕ кăмăл-туйăм. Пĕрешкел çын çук. Хăшĕсене пуçласа курсанах – куçран, сăн-питрен, калаçуран, тыткаларăшĕнчен – мĕнлерех иккенне ăнкарма пулать. Тепри, ĕмĕр юнашар пулсан та, саншăн тупсăмра юлать.

Тавралăха сăнар-ха, умра-çумра тăракансене пăхăр-ха – тĕрлĕрен кĕнчеле. Шăнман пăр çине лартса яраканĕ те, чĕлхипе пыл та çуллăскер те, çăхав çырмасăр канăçне тупайман-скер те. Хыçран питĕ вăрттăн çыртакан йытă...

Чăвашсене, пире, пĕр рецепт-па унанă чустаран тунă ахăртнех. Ялан темĕн çитмест, тăтăш кăмăлсăр. Ним сăлтавсăр тарăхатпăр, такама вăрçса ылханатпăр. Кÿршĕн е пĕлĕшĕн (тăванăн та) ăнăçăвĕшĕн хĕпĕртес вырăнне вĕчĕрхенетпĕр. Çапла майпа “ăмсану-кĕвĕçÿ-курайманлăх” çыхăнăвĕ те çирĕпленсех пырать. Кама та пулин ăс парас тĕллевпе те мар, анчах аслă çутавçăмăр И.Я.Яковлев “Чăваш халăхне панă халалĕнчи” йĕркесене аса илес килет, “Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тарăр... Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ...”

Иртни, кăмăлсăр ĕç-пуç, манăçа тухсан тарама-ха. Çук вĕт. Усал хуранĕ вĕресе чашкăрсах тăрать. “Тăшманĕ” çине пĕр вĕçĕмсĕр “моçкăран слон туса” хĕм сирпĕнтерет. Мĕн пурнăç тăршшĕпе пырать çапла сÿнми харкашу. Хăйне, пĕрре кÿрентернĕскере, нихăçан манăçа кăларман, тавăрма шутлакан йытă...

Вулаканăм, такама та “кăшларăмăр” пулĕ. Халĕ хамăра лайăхрах хаклар та çавнашкал йытăсен йышĕнче пулас мар тесе тăрăшар.

Районти шкулсенче вĕренекенсем Геннадий Волков академика халалласа ирттернĕ “Пурнăç илемĕ” ятпа калавсен конкурсне хутшăнчĕç. Пĕтĕмлетĕвне вĕçлемен-ха. Çапах та хускатнă темăна çи-рĕплетес тесен пĕр авторăн шухăшĕсемпе вĕçлени вырăнлă: “...Кам пулсассăн та Çын пуласчĕ ман. Ыттисене усал тумасăр, пысăк йăнăшсемсĕр пурăнасчĕ. Усăллă çын пуласчĕ Тăван çĕршывшăн. Юратнă мăшăр пуласчĕ пулас упăшкашăн. Юратнă анне пуласчĕ пулас ачасемшĕн. Хисеплĕ çын пуласчĕ хам малашне ĕçлекен ушкăнра...”



"Елчĕк Ен"
10 июля 2007
00:00
Поделиться