Çĕр – пирĕн пысăк пуянлăх
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2006 çулхи юпа уйăхĕнче “Чăваш Республикинче çĕр лаптăкĕсене патшалăх кадастрне шута илес тата куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен шута илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указне пурнăçласа, районсенче çĕрпе, куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парассипе курăмлă ĕçсем туса ирттернине, хамăрăн професси уявĕ умĕн, уйрăмах палăртма кăмăллă. Çак вăхăт тĕлне 4 районта та муниципалитет объекчĕсен çĕр лаптăкĕсене виçес, вĕсен чиккисене палăртас, усă курман тата тĕллевсĕр усă куракан объектсене тупса палăртас ĕçсене тивĕçлĕ шайра туса ирттернĕ. Куçман пурлăх кадастрĕн автоматизациленĕ тытăмне йĕркелени малашне асăннă ĕçсене тата туллинрех пурнăçлама пулăшĕ.
Куçман пурлăх объекчĕсен федераци агентствин Чăваш Республикин управленийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн районсем хушшинчи тата территори уйрăмĕсем кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа граждансемпе юридици вăйĕнче тăракансен çĕр лаптăкĕсене патшалăх кадастр учетне тăратассин тата патшалăх çĕр кадастрĕн кăтартăвĕсене шута илессин ĕçĕсене пурнăçлассине хăйсем çине илчĕç.
Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи уйрăмсенче çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртнă тата 1:10000 масштаблă электронлă карттăсене, Елчĕк районĕн 1:25000 масштаблă кадастр пайланăвĕн, Елчĕк ялĕн 1:1000 масштаблă электронлă карттине хатĕрлессине вĕçленĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районсем хушшинчи 6-мĕш уйрăмра çĕрпе мĕнле усă курнине 81, 5 пин гектар лаптăк çинче 175 тĕрĕслев ирттернĕ. Çĕр законодательствине пăснин 61 тĕслĕхне тупса палăртнă.
Юлашки çулсенче “Чи лайăх ял”, “Тĕслĕхлĕ урам”, “Чи лайăх хушма хуçалăх” конкурс-сем йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çул асăннă мероприяти “2010 çулчченхи ялсен социаллă атаналăвĕ” федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн иртрĕ. Конкурс положенине “Тĕп усадьба”, “Хăйне евĕрлĕ ял”, “Раççейри аякри ял” номинацисем кĕчĕç.
Ялсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пире район пуçлăхĕсем (Н.Миллин, В.Фадеев, Г.Волков, Н.Глухов) нумай пулăшаççĕ.
Çĕрсене сыхлассин правине Раççей Конституцийĕпе çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 9-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çĕр тата ытти çут çанталăк ресурсĕсене Раççей Федерацийĕнче тĕп пуянлăх вырăнĕнче усă кураççĕ тата сыхласа упраççĕ.
Маларахри, кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, паян уяв пулнине пăхмасăр, хамăр ума пысăк тĕллевсем палăртатпăр:
– районсен территорийĕсенче патшалăх çĕр кадастрне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымалла;
– çĕре саккунпа килĕшÿллĕн пăхса, тĕрĕслесе тăрассине, упрассине тата пур категорири çĕрсемпе те тухăçлă усă курассине йĕркелемелле.
Юлашкинчен, çĕрйĕркелÿ службинче ĕçлекенсене пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунатăп.