Пĕлсе усă курмалла
Ял тăрăхĕсен территорийĕнче лартса хăварнă йывăç-тĕм мĕнле аталанни çинчен тĕрĕс пĕлес тесе ятарлă мониторинг системине йĕркелемелле. Ку чухне лартнă лаптăксене инвентаризаци тумалла: йывăçсемпе тĕмсене, чечексене, декоративлă ÿсен-тăрансене, чечексен лаптăкĕсемпе газонсене шута илмелле. Вĕсене ÿссе аталанма май паракан меро-приятисене йĕркелемелле, лартнă-акнă лаптăксем çинчен автоматизациленĕ никĕс мониторингне туса хумалла. Инвентаризаци тата мониторинг ĕçĕсене кашни çул туса пыни лартнă симĕс лаптăксене сыхласа хăварма, унпа пĕрлех, ку е вăл ял тăрăхĕн территорийĕнче хăш йывăç, тĕм, декоративлă ÿсен-тăран лайăхрах ÿсме, аталанма пултарнине тĕрĕс палăртма май парать. Йывăç кунне хутшăнса пурнăçлакан мероприятисем республикăри ялсене илем кĕртме пулăшаççĕ. Анчах йăлара усă курнă хытă каяшсене тĕрĕс вырнаçтарас тĕлĕшпе йĕркене çав-çавах пăхăнмастпăр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче нумай ялта территорие тасалăх енчен палăртакан схемăсем, усă курнă каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсем пулмаллине палăртнă, йăлара усă курнă хытă каяшсене централизациленĕ майпа турттарассине йĕркелемен. Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх Елчĕк район прокуратури тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă, должноçри яваплă çынсене айăплама пултарни çинчен асăрхаттарнă. 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89 номерлĕ “Производствăри тата усă курнă каяшсем çинчен” федерацин Саккунĕпе килĕшÿллĕн (тирпей-илем йĕркине пăснăшăн) район администрацийĕ çумĕнчи комиссире административлă правăна пăхăнманшăн 33 материал пăхса тухнă. Раççей Федерацийĕн Кодексĕн 8.2 статйипе килĕшÿллĕн административлă правăна пăснăшăн штраф тÿлеттереççĕ: – уйрăм граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 10-20 виçи таран; – должноçри çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 20-50 виçи таран; – юридици сăпатĕнчи çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 100-1000 виçи таран. Йĕркене пăхăнманнисем айăплавран хăтăлаймĕç. Çакна шута илсе, чи малтан, уйрăм çынсене, çут çанталăкпа усă куракансене, район территори-йĕнче хăйсен ĕçне йĕркелесе пыракансене ялсенчи тасалăх енчен палăртакан схемăсемпе паллаштармалла. Территорие тасатас енĕпе пурнăçламалли мероприятисен йĕркине район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн палăртнă. Производствăри тата усă курнă каяшсене Елчĕкре вырнаçнă свалкăна леçмелле. Унта çитме 1, 9 çухрăм асфальтлă çул сарнă. Елчĕкри ММПП ЖКХ тĕрлĕ çÿп-çапа пуçтарса свалкăна леçет. Çут çанталăкпа усă куракансен йăлара усă курнă хытă каяшсемпе çÿп-çапа тĕрĕс вырнаçтарас тĕлĕшпе Елчĕкри ММПП ЖКХпа килĕшÿ çирĕплетмелле. Унсăрăн пысăк штрафсем тÿлемелле пулĕ. |