Чирличчен тĕрĕсленмелле
Кăçал районти поликлиникăра вĕрентÿ, сывлăха сыхлас сферăра ĕçлекен 290 çын хăйне пĕтĕм енчен тĕрĕслеттерчĕ. Çавăн пекех социаллă хÿтлĕх органĕсенче ĕçлекенсем, культработниксем, физкультурниксем диспансеризацирен пăрăнса юлмарĕç. Ятарлă графикпа килĕшÿллĕн “Промсервис”, Яманчÿрел карьерĕн ĕçченĕсем сывлăхне мĕн пур енчен тĕрĕслеттерчĕç, анализсем пачĕç. Иртнĕ çул 35-55 çулсенчи ĕçлекен халăха хушма диспансеризаци витĕр кăларнă пулсан, кăçал кашни ÿсĕмри çынсене тĕрĕслетпĕр. Ку ĕç çулталăк тăршшĕпех пырать. Тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухнисен йышĕнче шала кайнă чирсемпе асапланакансене пĕрре мар тупса палăртма май килчĕ. “Единая Россия” парти членĕ-сем пуçаруллă пулнăранах районта халăха иммунизацилес ĕç те пырать. Иртнĕ çул ачасене «В» гепатитран, хĕрлĕ шатраран прививка тунă пулсан, кăçал аслисене те çак чиртен хÿтĕлес ĕç пырать. «В» гепатитран хушма прививкăна 18-35 çулсенчи çынсене тăваççĕ. Вĕсем районта 2633 çын. Хĕрлĕ шатраран 18-25 çулсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсене прививка тăватпăр. Çак ÿсĕмрисем районта 330 çын. Çакна асăрхаттарни вырăнлă пулĕ: хĕрлĕ шатраран прививка тунă хĕрарăмсен виçĕ уйăх йывăр çын пулмалла мар. Ку вăхăтра çие хăварни пулас ачашăн питĕ сиенлĕ. “Единая Россия” партин фракци Патшалăх Думинче халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса ырă та курăмлă ĕçсем нумай пурнăçлать. Патшалăх, “Единая Россия” парти тăрăшни çеç çителĕксĕр, хăвăр сывлăхăра хăвăр упрăр, çулталăкра пĕрре те пулин тĕрĕсленĕр. |