Ĕçе – ирпе тăваттăра
Çамрăклăх яланах çутă шанчăк çуратать. Унра хĕрÿлĕхпе хастарлăх, мал ĕмĕтлĕх, ырă улшăнусем.
Çамрăксем тăван тăрăхра юлсан ял çĕнелсе аталанатех. Апла пулсан унăн малашлăхĕ пур.
Районта пултаруллă çамрăксем сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçет. Çак пултаруллă çамрăксен хушшинче “Комбайн” хуçалăхра ĕне ферминче операторта тăрăшакан Ю.Осипов. Кăçал ĕçре мал ĕмĕтлĕх, пысăк хастарлăх кăтартнăшăн Президент стипендиачĕ пулса тăчĕ вăл.
Юрий ĕçлеме ÿркенмест. Унăн ашшĕпе амăшĕ – Николай Алексеевичпа Ирина Петровна – виçĕ ачине çамрăкран ĕçе юратма, перекетлĕхе туйма, сăпайлă пулма вĕрентсе ÿстернинчен те килет çакă. Ирина Петровна тăван хуçалăхра мĕн çамрăкранах пăру пăхнă, сахал мар ырă ята тивĕçнĕ.
Юрий 1981 çулта çуралнă. Ытти чылай йĕкĕт пек аякри хуласенче вăрăм укçа шырас темен вăл, тăван хуçалăхах ĕçлеме юлнă. Операторта тăваттăмĕш çул тăрăшать. Ирхине ирех тăрса фермăна каясси пĕрре те ансат мар. Çамрăк çыншăн уйрăмах. Клуба та тухмалла, савнă туспа çăлтăрсем шутлама та ĕлкĕрмелле. Çапах та Ю.Осипов кашни кунах виççĕ иртсен вăранать, тепĕр сехетрен ĕç вырăнĕнче пулмалла унăн. Ĕçе вăхăтра, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран ертÿçĕсем те кăмăллă унпа, ялта та хисепре вăл.
Ю.Осипов кĕрешме те ăста. Ялта иртекен Акатуйра 3-мĕш çул ял паттăрĕ ята илчĕ, кăçал та такана тивĕçрĕ. Юрий çемье тĕвĕлеме ĕлкĕреймен-ха. Хĕрсен вара шутламалăх пур...