Пĕрле шырасан лайăхрах
Рынок конкуренцийĕн условийĕсенче вĕсене ĕçе пĕлсе шыраманни те ура хурать. Умри йывăрлăхсене парăнтарма, активлăхпа ответлăха ÿстерме вĕрентеççĕ те ĕçсĕррисене çак клубра. Ку енĕпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Май пур таран мĕн пур проблемăсене пăхса тухатпăр, ĕçе кĕмелли пĕрремĕш утăмсемпе паллаштаратпăр, ĕç параканпа калаçусем йĕркелетпĕр. Кирек хăш ĕçе те алă пымасть-çке. Çавăнпа хăвна килĕшекен профессие алла илетĕн. Клубра иртекен занятисенче квалификацине ÿстермелли майсемпе паллаштаратпăр, тĕрлĕ информаци паратпăр. Клуба çÿрекен 10 хĕрарăма вара общество ĕçĕнче тăрăшасси, психологипе професси тесчĕ витĕр тухасси интереслентерчĕ.
Дискуссисем, ĕçлĕ вă-йăсем, психологи енчен пулăшса тĕрлĕ упражненисем туни клуба çÿрекенсене уйрăмах килĕшни палăрчĕ. Ĕçсĕррисен пĕр пек шăпаллă çĕнĕ юлташсемпе паллашни те лайăх.