Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

А.Г.Миллин ячĕпе – конкурс

“Колхоз ялавĕ” хаçат коллективне ăнăçлă ертсе пынă журналистсенчен пĕри – Александр Георгиевич Миллин (псевдонимĕ – А.Алгер). Район хаçатне вăл 1971-1978 çулсенче редакциленĕ.

Маларах ялти тата районти библиотекăсен заведующийĕнче, КПСС райкомĕн инструкторĕнче, район Совечĕн ĕçтăвкомĕн пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Кирек ăçта ĕçлесен те хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. Вăл çырнă статьясемпе очерксем, калавсемпе фельетонсем район, республика пичетĕнче, “Правда”, “Сельская жизнь” хаçатсенче, тĕрлĕ сборниксенче кун çути курнă. 1979 çулта ачасем валли çырнă “Вăлта” кĕнеке пичетленсе тухнă.

А.Г.Миллин журналиста, писателе асăнса “Елчĕкри издательство çурчĕ” ПУП тата вĕсен ывăлĕсем Николай тата Борис Миллинсем вулакансем хушшинче калавсемпе очерксен конкурсне ирттерме йышăнчĕç. Чи лайăххисем “Елчĕк ен” хаçатра кун çути курĕç. Мала тухакансене кăçал, район хаçачĕ тухма тытăннăранпа 75 çул çитнĕ тĕле, палăртаççĕ, призсемпе чыслаççĕ. Малашне конкурса кашни çулах йĕркелеме палăртаççĕ. Хаçат редакцине ярса паракансен материалсене “конкурса” ятпа палăртмалла.



"Елчĕк Ен"
22 июня 2007
00:00
Поделиться