Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юхрĕ юрă ян та ян!

Тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç куракансем Патреккел халăх хорне. Нумаях пулмасть çеç 85 çулхи юбилейне паллă туса ирттернĕ коллектив юрри-ташши чуна пырса тивет. Сакăр теçетке çулта çĕршер çын чăваш халăх юррисене янăратнă, хăйĕн репертуарĕпе коллектив таçта та çитнĕ. Малашлăхĕ те пысăк унăн. Хор çумĕнче йĕркеленĕ “Алмакай” ачасен ушкăнĕн ăсталăхĕ хулари артистсенчен пĕрре те кая мар. Апла пулсан Патреккелсем малашне те пире хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç, чăваш халăх юрри-ташши ĕмĕр-ĕмĕр манăçмĕ. Пĕчĕкскерсем мĕн ачаран чăваш йăли-йĕркине пĕлсе, вĕренсе ÿсеççĕ. Епле хитре калаççĕ вĕсем тĕрлĕ инструментпа, епле ташлаççĕ тата!

Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ тенĕрен, Акатуйăн концерт программи питĕ пуян пулчĕ. Тÿрех калатăп, иртнĕ çулхисенчен чылай анлăрах, интереслĕрех, хаваслăрах. Ял кĕтĕвĕ аннă, сцена вара пушанман: кашни ял артисчĕсем çеç мар, Шупашкарсем те юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ. Пурин ячĕсене аса илсе те пĕтереймĕн, çапах куракансем ăшшăн, тăвăллăн алă çупса йышăннă ушкăнсене, уйрăм юрăçсене асăнмаллах. Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Тантăш” фольклор ушкăнĕ “... 80 çитмесĕр, алла туя тытмастпăр..”, тесе шăрантарчĕ. Ушкăн çамрăк мар, ытларах тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем çÿреççĕ унта. “Тантăшсен” сасси тавра яла илемлĕн шăранать. Ытла та кăмăллăн юрлаççĕ вĕсем, юррисене те халăх юратнисене суйласа илнĕ.

Вырăскассинчи “Шанăç”, Анатри Тимешри “Кĕçĕн Пăла”, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи “Шăнкăрав” фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕпе район çыннисем тăтăшах паллашаççĕ. Пĕр уявран та юлмаççĕ çак маларах асăннă коллективсем. Кăçал пуçласа Акатуя Яманчÿрелти “Эткер” фольклор ансамблĕ хутшăнчĕ. О.Саврасова ертсе пырать пултарулăх ушкăнне, халăх юрри-кĕввине юратакан 13 çын çÿрет. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем йышĕнче культура ĕçченĕсем, хăма çуракан, пăру пăхакан, тырă акакан, кладовщик та пур. Купăсçи – Александр Матвеев, анатри чăваш кĕписене тăхăннă вĕсем, тухья-тенкĕ çакнă. Культура çурчĕ çумĕнчи “Ăста алăсем” кружока çÿреççĕ юрă-ташă ăстисем. Тухйисемпе тенкисене те кружокра хăйсемех çĕлесе илемлетнĕ. Шурă тăла тăхăнса çăпата сырнăскерсене сулхăн çанталăк та хăратмарĕ.

Аслă Елчĕкри хĕрарăмсен, Елчĕкри “Варкăш” ушкăнсем юрланă юрăсем куракансене уйрăмах кăмăла кайрĕ.

Уявра ташă ушкăнĕсем те йышлăн пулчĕç. Елчĕкри искусство шкулĕнчи, Шăмалакри «Очаровашки», Çĕнĕ Эйпеçри “Паралелли”, Курнавăшри “Грация”, Лаш Таяпари “Сударушка” ташă ушкăнĕсем, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи сасăсен ансамблĕн пултарулăхне район çыннисем çеç мар, республикăра та пĕлеççĕ. С.Карамаликова, Р.Сусметова хореографсем ачасене мĕн пĕчĕкрен ташă илемне туйма вĕрентеççĕ.

Культура ĕçченĕсемпе пĕрлех шкул ачисен те сцена çине тухас ăсталăх ÿссе пырать. Çамрăксем республикăри юрăçсен конкурсĕсемпе фестивалĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Курнавăшри И.Светопольскаян, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Р.Ляленкон, Тăрăмри А.Петухован, Аслă Пăла Тимешри А.Матвееван малашлăхĕ пысăк. Вĕсем районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнса лауреат ячĕсене çĕнсе илнĕ. Курнавăшри Инна Светопольская вара “Студентсен çуркунни” фестивальте вокалпа юрласа пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн культурологи факультечĕн алăкĕ яри уçă кăçал 11 класс пĕтерекен уçă саслă хĕршĕн.

Уяв концертне Шупашкартан килнĕ хăнасем те илем кÿчĕç. Алина Варна, Тамара Ишмуратова, Вероника Никонорова, Н.Никольский ячĕллĕ педколледжра вĕренекен Наташа Савăнтар халăх юратакан юрăсене пĕрре мар шăрантарчĕç. Шупашкартан шкула та каяйман А.Варнапа В.Степанов “Восточные сказки” юрланă чухне вара вĕттисемпе çамрăксем çеç мар, ваттисем те сцена умне талпăнчĕç. Ытла та килĕшÿллĕ ташлать-çке хамăр район юрăçин Алина Варнан хĕрĕ Анжелика.

Чăваш, вырăс, тутар юррисем нумай шăранчĕç уявра. Инди-Непал çамрăкĕпе «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертÿçи О.Викторов илемлĕ чăваш юрри парнелерĕç Акатуй хăнисене. Сулхăн çил вĕрнине, хушăран çумăр çунине пăхмасăр сцена умĕнче саксем çинчен халăх саланмарĕ.

Концерт вăхăтĕнчех культработниксене иртнĕ çулхи итогсем тăрăх хисеплĕ ятсем парса чысларĕç. Акатуйри халăха тулли савăнăç парнеленĕ уйрăм юрăçсене, ташă, фольклор ушкăнĕсене, ансамбльсене дипломсемпе парнесем парса наградăларĕç.

Акатуя Ача çулталăкне те халалланине пула Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов ентешсен уявĕнчен пăрăнса юлас темен. Район халăхне, хăнасене çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн йĕркелекен хаваслă уяв ячĕпе саламланă май нумай ача çуратса ÿстерекен çемьесене парнесем парса чыс турĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизора Кавалти Изратовсем тивĕçрĕç. Елчĕкри Ишмуратовсен çемйи, Р.Григорьев спортсмен та депутат парнисемшĕн



"Елчĕк Ен"
19 июня 2007
00:00
Поделиться