Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăй пуртан кĕрешме тухатпăр

Акатуйăн спорт программи шăмат кун пуçланчĕ. Ăмăртусем район центрĕнчи стадионта иртрĕç. Мини-футбол выляма Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Тÿскел, Ĕнел, Исемпел, Патреккел ялĕсенчен пурĕ ултă команда хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ ята Елчĕк ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ команди тивĕçнĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ команди – иккĕмĕш вырăнта.

Велосипедистсен хĕрÿ ăмăртăвĕн-че хĕрсенчен А.Зиновьева (Кĕçĕн Таяпа) малти вырăна йышăннă. Н.Мижерова (Лаш Таяпа), А.Антонова (Кушкă) иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасенчен чи хастарри – В.Антонов (Таяпа Энтри), А.Петров (Кĕçĕн Таяпа), Р.Пуня (Сăрьел).

Хĕрсен хушшинче 1-мĕш вырăна Курнавăш ял тăрăхĕн команди тухрĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче – Кĕçĕн Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен командисем. Арçынсен хушшинче чи çивĕччи – Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди. “Елчĕк ен” ентешлĕхĕн тата Курнавăш ял тăрăхĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче палăрчĕç.

Пĕчĕк урапа кÿлнĕ рысаксемпе ăмăртасси районта 6-мĕш çул иртрĕ. Кăçал ку енĕпе 6 лаша ăмăртрĕ. Хĕрÿ тупăшура “Спецмонтажстрой” ОООн “Сфинкс” рысакĕ (жокейĕ Г.Кириллов) чи малти вырăна тухрĕ, район пуçлăхĕн Н.Миллинăн хаклă парнине тивĕçрĕ. “Кушкă” ЯХПКн “Нил” (Н.Кошкин) – иккĕмĕш, Лаш Таяпари ăратлă сунар йыттисен питомникĕн “Реферат” (П.Енкеев) рысакĕсем виççĕмĕш вырăнсенче.

Юланутçăсен ăмăртăвне пурĕ 9 лаша хутшăнчĕ. Кунта “Прогресс” ЗАОн “Призер” (С.Мартынов) урхамахне çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн финиша К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн “Таябинка” (А.Петров), “Прогресс” ЗАОн “Залетка” (А.Терентьев) лашисем çитрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем кашниех хаклă парнесене тивĕçрĕç. Кунта спонсорсен ячĕсене асăнни вырăнлă: “Яльчикская” МСО (Г.Софронов), “Елчĕкри сыр хатĕрлекен завод” ООО (А.Иванов), “Промсервис” ЗАО (Ю.Титов), районсем хушшинчи ятарлă “Ритуал” акционерсен хупă обществи (Л.Григорьев), “Яманчÿрелти сельхозхими” патшалăх унитарлă предприяти (Г.Петров), Елчĕкри муниципаллă юсавпа техника предприятийĕ (Б.Капламов). Çакна палăртса хăвармалла. Хăш та пĕр хуçалăхран 2-шер лаша та тăратнă пулсан, чылай хуçалăх ăмăртăва хутшăнма кăмăл туман.

Арçынсен ушкăнĕнчен 100 метра чупассипе пĕрремĕш вырăна А.Федоров (Елчĕк шкулĕ) тухнă. Иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Д.Обручковпа (Аслă Елчĕк шкулĕ), П.Чернов (Елчĕк шкулĕ).

Хĕрсен ушкăнĕнче 100 метра чупса çаксем çĕнтернĕ: 1. И.Максимова (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ). 2. А.Антонова (Кушкă шкулĕ). 3. Т.Мисякова (Елчĕк шкулĕ).

Арçын ачасенчен 3000 метрлă дистанцие хыçа хăварса А.Аверьянов (Курнавăш шкулĕ), С.Александров (Елчĕк шкулĕ), А.Миллин (Патреккел шкулĕ) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Хĕрсем хушшинче 1500 метра чупса чи малти М.Крылова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ) пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – И.Филипповăпа (Елчĕк шкулĕ) А.Антонова (Кушкă шкулĕ).

Елчĕк тăрăхĕ йывăр атлетикăпа палăрса тăрать. Ахальтен мар спортăн çак тĕсне юратакансем йышлă. Вырсарни кунхи ăмăртăва штанга йăтакансем пуçларĕç. Питĕ хĕрÿ иртрĕ вăл.

60 килограма çитичченхи виçере пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене Г.Чермаков (Курнавăш), А.Алексеев, П.Ягудин (Аслă Пăла Тимеш) çĕнсе илчĕç.

60 килограмран йывăртарах. Ку ăмăртура С.Корнилов (Курнавăш) чи маттурри пулчĕ. А.Михайловпа Н.Соколов (Елчĕк) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

70 килограма çитиччен. Малти вырăна СССР спорт мастерĕ В.Демьянов (Елчĕк) йышăнчĕ. С.Соловьев (Кавал) тата Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

70 килограмран йывăртарах штангистсем хушшинче кĕрешÿ вара питĕ хĕрÿ иртрĕ. Кунта Раççей спорт мастерĕ, Акатуйсенче пĕр хут çеç мар чемпион ята çĕнсе илнĕ И.Ишмуратов (Елчĕк) пуринчен те вăйлă пулни палăрчĕ, 140 килограмлă штангăна парăнтарма пултарчĕ вăл. Ю.Балтаев (Кивĕ Эйпеç), А.Васильев (Елчĕк) вара иккĕмĕш тата виççĕмĕш пулчĕç. И.Ишмуратов сумлă парнене – Акатуй такине тивĕçрĕ.

Ăна йăтса хĕрсенчен О.Маликовăпа (Хăвăлçырма) Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) мала тухрĕç.

Арçын ачасем хушшинче 60 килограма çитичченхи виçере пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсенче А.Григорьев (Курнавăш), И.Маликов (Хăвăлçырма), В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) палăрчĕç. 60 килограмран йывăртарах виçере. 1. Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва). 2. А.Ловкин (Хăвăлçырма). 3. О.Николаев (Ĕнел).

Арçынсем хушшинче 70 килограма çитичченхи виçере: 1. В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа). 2. А.Павлов (Тип Тимеш). 3. Г.Чермаков (Курнавăш). 70 килограмран йывăртарах: 1. Л.Ильин (Лаш Таяпа). 2. П.Кузнецов (Курнавăш). 3. С.Корнилов (Курнавăш).

Алă вăйĕ виçме хĕрсем те, каччăсем те кăмăллаççĕ. Хĕрсен хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Е.Ярославлевăпа (Кĕçĕн Таяпа) М.Степанова (Шупашкар) йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те армспорт енĕпе студентсем хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионачĕн 3-мĕш призерĕсем. Виççĕмĕш вырăнта – Кĕçĕн Таяпаран килнĕ О.Маркова.

65 килограмлă виçере шкул ачисем хушшинче чемпион ята тивĕçнĕ А.Михайлов (Елчĕк) чи вăйли пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта М.Смирнов (Тĕмер). Вăл шкул ачисен хушшинче иртекен ăмăртусенче 4 хут Чăваш Енĕн чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Шкул ачисен хушшинче чемпион ята тивĕçнĕ А.Григорьев (Курнавăш) виççĕмĕш пулчĕ. 65 килограмран йывăртарах виçере: 1. Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва) – шкул ачисен хушшинче икĕ хут Чăваш Енĕн чемпионĕ. 2. А.Дубинов (Кĕçĕн Таяпа) – шкул ачисем хушшинче иртнĕ Чăваш Енĕн чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ. 3. Д.Козлов (Тĕмер) – район чемпионачĕн призерĕ. 70 килограма çитичченхи виçере: 1. А.Валерьянов (Тĕмер) – шкул ачисен хушшинче пĕрре мар Чăвш Ен чемпионĕ ята тивĕçнĕ. 2. В.Архипов (Аслă Шăхаль). 3. В.Петров (Аслă Таяпа). Чи-чи вăйлисен шутĕнче вара асăннă спорт тĕсĕн тренерĕ А.Атласкин (Шупашкар), А.Дергачев (Аслă Пăла Тимеш) – Чăваш Енĕн чемпионĕ ята пĕрре мар çĕнсе илнĕ, А.Васильев (Елчĕк) – район чемпионĕ. Ветерансенчен В.Елкин (Тÿскел) хастар пулчĕ. 64 çултине пăхмасăрах çамрăксемпе пĕрле алă вăйĕ виçме кăмăлларĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе районта сахал мар спортсмен палăрнă. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем – Акатуй илемĕ. Ахальтен мар халăха йышлăн пуçтарать çак кĕрешÿ.

55 килограма çитичченхи виçере А.Егоров (Элпуç) – пĕрремĕш, Д.Козловпа (Кушкă) Э.Николаев (Элпуç) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 65 килограма çитичченхи виçере: 1. Н.Кириллов. 2. А.Егоров. 3. Ф.Леонтьев (виççĕшĕ те Элпуç). 65 килограмран йывăртарах виçере: 1. С.Зайцев (Кушкă). 2. Л.Грибов (Çĕнĕ Пăва). 3. П.Убасев (Элпуç). 75 килограма çитичченхи виçере: 1. А.Лапшин (Элпуç). 2. А.Мешков (Аслă Елчĕк). 3. Д.Галошев (Кушкă). 75 килограмран йывăртарах виçере: 1. И.Федоров (Элпуç). 2. А.Алексеев (Элпуç). 3. В.Петрушкин (Аслă Елчĕк). Абсолютлă чемпион ята çĕнсе илессишĕн Акатуйра пĕрре мар çĕнтернĕ А.Лапшинпа И.Федоров тупăшрĕç. Чемпион ята каллех А.Лапшин тивĕçрĕ, Акатуй такине çĕнсе илчĕ.

Чăвашсен йăлипе пилĕкрен ал шăллипе тытса кĕрешекенсем те, вĕсене куракансем те йышлă пулчĕç. Çакă ĕçпе юрă тата спорт уявĕн – Акатуйăн чи кĕтнĕ саманчĕ. 70 килограма çитичченхи виçере малти виçĕ вырăнта Д.Егоров (Çирĕклĕ Шăхаль), И.Горшков (Патреккел), А.Михайлов (Елчĕк) палăрчĕç.

70 килограмран йывăртарах виçере: В.Петрушкин, А.Горшков (Аслă Елчĕк), А.Алексеев (Элпуç) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Абсолютлă чемпион ята çĕнсе илессишĕн Д.Егоровпа В.Петрушкин тупăшрĕç. Паттăр ята В.Петрушкин тивĕçрĕ. Акатуй такине çĕнсе илчĕ.


"Елчĕк Ен"
19 июня 2007
00:00
Поделиться