Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эсир халĕ те туртатăр?

Юлашки çулсенче Раççейре çеç мар, пирĕн республикăра та сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани уççăн палăрма пуçларĕ. Çакă, паллах, савăнтарать. Çынсем хăйсен сывлăхне упрассишĕн тăрăшни ырă пулăм. Анчах пирус туртакансем çамрăклансах пыни, вĕсен йышĕнче ял хĕр ачисем те пулни тарăн шухăша ярать.

Пирус туртакансем шкул парти хушшинчех çак киревсĕр йăлана хăнăхни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Сигарет тутлă, ăна хыпсан хăвна лайăх туйма пуçлатăн тесе калаймăн. Пĕрремĕш сигарет туртсанах хăсас килет, пуç çаврăнать, ÿсĕрттерет. Каярахпа вара туртаканăн пырĕ кĕçĕтет, ÿпки çунать, лайăх мар сывлать, кăкăрĕ пÿлĕнет, шăлĕсем, пÿрнисем саралаççĕ, укçа-тенкĕ нумай расхутланать, ÿпке, чĕре чирĕсем пуçланаççĕ. Чăннипе каласан, ку чухне табак туртакан мĕн пулассине лайăх чухлать. Анчах мĕншĕн-ха вăл тăтăшах сигарет тивертет?

Çынсем пируса киленÿ шыраса мар, туртнă чухне пулакан çыхăнусемшĕн çăвара хыпаççĕ. Сăмахран, çула çитмен ача авторитетлă ашшĕ-амăшне пăхăнса тăманнине çирĕплетесшĕн, пĕр-пĕр компание лекме, ыттисем хăйсен çынни вырăнне хурса йышăнччăр тесе пирус туртма пуçлаççĕ. Çамрăк хĕрсем те пирус туртса никама пăхăнманнине тата çепĕççине кăтартасшăн. Çулсем иртнĕ май çак виçесем улшăнаççĕ. Аслисем пирус туртни кăмăл-туйăма контроллеме пулăшнине, унпа пĕрлех ăнăçлăх, хăтлăх, лăпкăлăх хуçаланнине пĕлтереççĕ. Сигарет тивертсе яр çеç – кăмăл-туйăм çав тери çĕкленет имĕш. Туртнă май мĕнле шухăшсен ытамне путаççĕ-ха:

– никама пăхăнманни тата ÿссе çитĕнни;

– компание кĕме харсăрланни тата хăйне ушкăн çынни пек туйни;

– ăнăçлăх, хăтлăх кĕртни, чунра лăпкăлăх хуçаланни;

– шухăша йĕркелесе пыни;

– хăвна чăн-чăн арçын пек туйни;

– туртать, апла пулсан ар-çын;

– мĕнле те пулин ĕçе вĕçлени;

– вăхăта ирттерни, чĕлĕм туртса илни;

– хăвăн ăнăçлăхна кăтартни (эпĕ хаклă йышши сигарет туртатăп) тата ытти те.

Енчен те эсир туртма пăрахас терĕр; Психологсем çапла сĕнеççĕ: чи малтанах пирус туртнă вăхăтсене аса илмелле мар. “Эпĕ туртнă вăхăта хама кирлĕ тĕп ĕçсене пурнăçлас тесе усă куртăм”, – темелле. Халĕ вара шухăшлăр, хăвăрăн сывлăхăра çак сиенлĕ майпа пĕтерме юрать-и; Вăхăта ирттермелли урăх майсем çук-им? Халĕ вара суйлăр, ку сирĕнтен çеç килет.

Енчен те эсир сывă пурнăç йĕркине тытса пырасшăн пулсан, позитивлă шухăшсене, калăпăр, хут листи çине сулахай алăпа кашни кун каламалли сăмахсене çырса хурăр: “Эпĕ сигаретран çăмăллăнах хăтăлатăп, сывă тата урă пурнăç йĕркине тытса пыратăп, манăн ÿпкесем таса тата уççăн сывлатăп, эпĕ хама хам лайăх тытатăп, шухăшсем те çĕнĕ, çавăнпа часах сигаретран хăтăлатăп”.

Сăмахран сирĕн çакăн пек шухăш пур: туртни – çирĕп арçын пулни. Ку чухне урăхла та шухăшласа пăхмалла: арçын çирĕплĕхĕ хăй çине пысăк ответлăх илнинче, лартнă тĕллеве пурнăçлама, хăй тĕллĕн йышăну тума пултарнинче, хăй çине яваплăх илсе тĕллеве пурнăçланинче тата ытти те. Чăн-чăн арçын пулас тесен кунран-кун çак критерисене пурнăçа кĕртсе пымалла. Çапла вара эсир суйласа илнĕ çĕнĕ меслет майĕпен ăс-тăна кĕрсе пырать. Енчен те пирус туртни сире ырăлăх, лăпкăлăх, хăтлăх парнеленĕ пулсан, пурнăçăн хăш та пĕр сфери сире тарăхтарать. Хăвăрăн çивĕч ыйтăвăрсене мĕнле татса паратăр, çавăн чухне сигарет туртасси хăйне хăйех сĕврĕлет. Халĕ эсир урăхла шухăшлатăр, çапла майпа канăçлăхпа лăпкăлăх та килет, сигаретран хăтăлас ĕмĕт çуралать. Туртнă сигарета пăрахнă май çапла калăр: “Эпĕ сана хамăн шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тăватăп, хама пăхăнтарса тăнинчен хăтăлатăп, хам пурнăçран сана яланлăхах кăларса пăрахатăп”. Чăннипех те, çăвара пирус хыпмастăп тесе çирĕп йышăну турăр пулсан, эсир çăмăллăнах çак киревсĕр йăларан хăтăлатăр.

Туртакан мĕн пур çынсене пĕрлештерекен тĕп самант пур: пурте ку е вăл енчен пурнăçа хурлаççĕ. Сигарета пула вĕсем хăйсене те, пурнăçа та юратмаççĕ. Хăвăра хăвăр юратăр, пурнăç илемне курма-туйма пуçлăр. Ун чухне сигарет çине пăхмастăр та.

Паллă психолог çапла çирĕп-летет: “Кирек мĕнле чир-чĕртен те сывалма пулать, анчах чирлĕ çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла”. Ăслă çынсен шухăшĕпе епле килĕшмĕн. Эсир, хаçат вулаканĕсем, мĕн шутлатăр?



"Елчĕк Ен"
19 июня 2007
00:00
Поделиться