Малашлăха шанатпăр
Кирек епле лару-тăру килсе тухсан та эпĕ çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă пулăттăм: пурнăç паянхи кунпа çеç тăмасть, малашлăха шанса, ĕмĕтленсе пурăнмалла. Çавăн чухне çеç эпир курăмлă вăй хума пултарăпăр. “Рассвет” ял хуçалăх производство кооперативра ĕçлекен ытти юлташсем те çаплах шутлаççĕ.
Ку чухне районти чылай хуçалăхра механизаторсем çитменни пирки калаçнине час-часах илтме тÿр килет пулсан, пирĕн хуçалăх пирки çакна калаймăн. Эпир, пĕр ÿсĕмри çынсем, хуçалăх производствинче чылайăн тăрăшатпăр. Кооператив ертÿçи Юрий Мясников, Михаил Петров механизатор, Сергей Афанасьев, Олег Кириллов, Анатолий Афанасьев, Сергей Баймушкин водительсем, Александр Якимов сысна пăхакан тата ытти юлташсем пурте пĕр тĕллевпе – хуçалăхри кирек хăш ĕçе те тухăçлă йĕркелессишĕн тăрăшатпăр.
Чылай çул тăван хуçалăхра ĕçлесе çакна та ăнлантăм: пурăнакан вырăнта, ялта ĕçленине нимĕн те çитмест. Хуçалăх производствинче çулталăк тăршшĕпе ĕçлекенсем, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем хуçалăхра ĕçленипех пурнăçĕсене сыпăнтарса пурăнаççĕ. Шалу илнисĕр пуçне, мĕнле ĕçленине кура тырри-пуллине, утă-улăмне те сахал мар илетпĕр. Натурăпа панине укçана куçарсан, çулталăкра вăл та сахал мар пухăнать. Алăра тытма пĕлмесен нумай укçа та часах пĕтет, перекетлĕ пулсан сахал та çитет.
Хуçалăх çур аки ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлани пире малашлăха шанма, тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.
"Елчĕк Ен"