Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕтнĕ вăхăт

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Тинех çуллахи кĕтнĕ каникул çитрĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç илсе килет вăл пире.
 
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçласа шкулта “Жемчужина” лагерь ĕçлеме пуçларĕ. Кунта 40 ача çÿрет. Кашни кун интереслĕ иртнĕрен килес килет шкула. Урамра чупса çÿрени мар çав. Кун йĕркине çирĕп пăхăнатпăр. Ирхине 8 сехетре физзарядкăран пуçланать кун. Вăйăсем, тĕрлĕ мероприятисем, кружоксем... Кун сисĕнмесĕрех иртет. В.Костина, С.Зайцева, Л.Маркова, Т.Михеева воспитательсем хăйсен ĕçне пĕлсе йĕркелеççĕ. Лагерь пуçлăхĕ – Н.Сапожникова.
Тутлă апат çитереççĕ пире. С.Сапожниковăпа Л.Андреева хăйсен ăшă куллипе илĕртеççĕ. Сывлăха çирĕплетер, пушă вăхăта усăсăр ирттерер мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли вăй-хал пухар.


"Елчĕк Ен"
09 июня 2007
00:00
Поделиться