Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ
Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă, физкультурăпа тата спортпа туслашнă çамрăксем малалла та спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Е.Ярославлева нумаях пулмасть алă вăйĕ виçессипе студент-сем хушшинче Пĕтĕм тĕнчери турнирта виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.
Çакăн хыççăн Хусанта иртнĕ 18 çула çитичченхи хĕрсен ушкăнĕн-чи Пĕтĕм Раççейри турнирта вăй виçрĕ. 55 кг çитичченхи виçере вăл иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Çак хулара Кĕçĕн Таяпари шкул выпускникĕ В.Семенов кире пуканĕ çĕклессипе ăмăртнă. Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Н.Жеребцова асăнса ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта 65 кг виçере виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче В.Семенов Мускавра пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче хăйĕн виçинчен йывăртарах – 75 кг виçере тупăшнă. Елчĕк çамрăкĕ Мускавсене те тĕлĕнтернĕ. Вăл 5 минутра 24-шар кг икĕ кире пуканне 87 хут кăкăр çинчен тĕртнĕ, пĕрремĕш тухса така çĕнсе илнĕ.
"Елчĕк Ен"