Çĕнĕ техника нумай туянаççĕ
1967 çулта СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти “Победа” колхоза ял хуçалăхĕнче нумай çул пысăк кăтартусемпе ĕçленĕшĕн Ленин орденĕпе наградăланă. Асăннă награда çак вăхăт тĕлне республикипе те икĕ колхозăн çеç пулнă. Анчах çĕршыври пăтрану тапхăрĕнче “Победа” колхоз саланса кайрĕ.
Пуян хуçалăхра ĕçлесе ытлăн-çитлĕн пурăннă ял çыннисем çурăк валашка умĕнче тăрса юлчĕç. Юлашки çулсенче кунти лару-тăру тата та çивĕчленсе çитнĕччĕ. Арканас патнех çитнĕ хуçалăхра ĕçлекенсем алла ĕç укçи тытса курайми пулчĕç. Çак тапхăрта çĕнĕрен йĕркеленсе ятне-шывне улăштарнă “Була” ял хуçалăх производство кооперативĕ 2005 çулхи ял хуçалăх çулталăкне 1 миллион та 625 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕччĕ. Юрать, панкрута тухма патнех çитнĕ хуçалăх тилхепине Н.Головин предприниматель хăй аллине илчĕ.
Унтанпа икĕ çул та çитмен-ха. Çавна май пĕтĕмлетÿсем тума иртерех. Апла пулин те хуçалăх вăй илни, аталану çулĕ çине тăни куç умĕнче. Иртнĕ çула хуçалăх 771 пин тенкĕ таса тупăш илни те пысăк çитĕнÿ. “АПКна аталантарасси” наци проекчĕпе усă курса “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕне фермине тĕпрен реконструкци туса витене ку чухнехи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма, ăратлă ĕне выльăх, çĕнĕ техника туянма нумай çуллăха паракан кредит илме пултарчĕ. Хальхи вăхăтра кунта çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе лăш курмасăр тимлеççĕ.
– Паян хуçалăхра сăвакан 75 ĕне шутланать. 2010 çул тĕлне вĕсен хисепне 400 пуçа çитерме шутлатпăр, - тет хуçалăх ертÿçи Н.Головин.
“Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕнче ял хуçалăх техникине çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумаях пулмасть выльăх апачĕ хатĕрлекен ку чухнехи Klever комбайн, КПП-4, 2 косилка-плюшка, çĕр хатĕрлекен БДМ-3х4 дискатор туянни те çакнах çирĕплетеççĕ. Малалла аталанас текен, малашлăха курса ĕçлекен хуçалăхра çĕнĕ йышши, энергие перекетлекен ял хуçалăх машинисене çитес вăхăтра тата кÿрсе килме палăртаççĕ. Вĕсем: фермăра выльăхсене апат валеçекен агрегат, ГВР-6 роторлă кĕрепле, рулонлă пресс-подборщик, МТЗ-1025 трактор, тырă выракан ЖВП-6 жатка.
"Елчĕк Ен"