Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юратнă учительсем

Хальхи вăхăтра шкулсенче учительссем ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарассипе те тимлеççĕ. Çакăн пек вĕренекенсен шутне кĕреççĕ те ĕнтĕ Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Галина Пантелеймоновнăпа Альбина Николаевна Теренинасем.

Галина Пантелеймоновна 11 класс ачисен ертÿçи, математика предметне вĕрентет. Юратнă класс руководителĕ ырă кăмăллă та хастар çын. Вăл предметне питĕ лайăх вĕрентнипе кăна мар, пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнипе палăрса тăрать. Галина Пантелеймоновна ертсе пынипех эпир шкулта иртекен конкурссемпе мероприятисене питĕ активлă хутшăнатпăр, малти вырăнсене тухатпăр. Вăл кашни ачан шухăш-кăмăлне пĕлсе тăрать, йывăр вăхăтра пулăшать, ашшĕ-амăшĕсене яланах класс пухăвĕсене чĕнет. Ăс панисĕр пуçне пире, ватăсене, хисеплеме, сăпайлă та ĕçчен пулма хăнăхтарать.

Альбина Николаевна вара чăваш чĕлхи тата литература предметне вĕрентет. Эпир унăн урокне яланах хаваспа кĕтсе илетпĕр, тимлĕн итлесе ларатпăр. Урок темине ачасем лайăх ăнланччăр тесе вăл тĕрлĕ вĕренÿ мелĕпе усă курать. Мĕнле итлесе лармăн-ха çепĕç чĕлхеллĕ çын темăна тĕплĕн ăнлантарнине. Вăл ĕçре тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырать. Унăн урокĕсем яланах интереслĕ иртеççĕ. Альбина Николаевнăн сăн-пичĕ çинче яланах йăл-кулă, вăл çутă ĕмĕтлĕ çын пулни таçтанах палăрать.

Учительсем тăрăшса вĕрентнипе эпĕ çынна хаклама, ырра усалтан уйăрма вĕрентĕм.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2007
00:00
Поделиться