Патреккел халăх хорĕ - аваллăхпа малашлăх кĕперĕ
Коллектив кун-çулĕ пуян
Патреккел авалтанпах юрлакан ял шутланнă. Çавна май 1922 çулта кунта районта пуçласа хор йĕркеленинчен тĕлĕнмелли çук. Çавăнтанпа пултаруллă йыш тăван халăха 85 çул ĕнтĕ юрă-ташăпа савăнтарать, вăй-хал хушать.
Патреккел хорĕ ялăн çеç мар, районăн та, республикăн та мăнаçлăхĕ. Коллективăн пĕрремĕш ертÿçи Ольга Ва- сильевна Миловидова учительница пулнă.
Вăл вăхăтра пурнăç ансатах пулман. Ялта вулав çурчĕ те, клуб та çукран репетицисем хурал пÿртĕнче иртнĕ. Çуллахи вăхăтра вара çерем çинче юрланă-ташланă, тĕрлĕ концертсене хатĕрленнĕ. Репертуара ун чухне революци тата пионер, халăх, çĕнĕ самана юррисем кĕнĕ.
1932 çулта хор республикăра ирттернĕ музыка олимпиадинче палăрнă. 1949 çулта вара хор тилхепине Михаил Михайлович Воронцов алла илет. Вăл ертсе пынă çулсенче хор ра-йонти Акатуйра 1-мĕш, респу-бликăри художество пултарулăх коллективĕсен смотрĕнче 2-мĕш вырăнсене йышăнать.
1957 çултан пуçласа 1967 çулччен хора Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ, каярахпа “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята çĕнсе илнĕ Мария Васильевна Ястребова ертсе пырать. Вăл ертсе пынă хушăра коллектив “халăх хорĕ” хисеплĕ ята тивĕçет. Пĕрлехи ĕçе М.Ястребова Тÿскел, Ĕнел, Элекçей Тимеш çамрăкĕсене явăçтарать, çĕр çынна яхăн пĕрлештернĕ хор туса хурать. Репертуара çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе классика произведенийĕсем кĕреççĕ. Юрлас ăсталăха аталантарма чăваш композиторĕсем те пысăк пулăшу параççĕ.
1967 çултан пуçласа паянхи кунччен хор ертÿçинче Патреккелĕн сумлă çынни Геннадий Арсентьевич Борисов тăрăшать. Çак лава малалла туртса пыма ăна М.Ястребова пехиллет. Геннадий Борисов мĕн пĕчĕкрен пĕрле ÿснĕ Петя Блинов, Юра Енейкин, Коля Орлов, Володя Скворцов, Анисим Палашкин, Саша Скворцов çамрăксемпе хирте ĕçлекенсем патне концертсемпе тухса çÿренĕ. Патăрьелĕнчи баянист-сем хатĕрлекен курсра, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ илет.
Колхоз хорне ертсе пынă вăхăтрах вăл Патреккелти культура çуртĕнче ачасен хорне, вокалпа инструментсен, кашăк-çăсен ансамблĕсене йĕркелет. Вĕсем районта, республикăра, çĕршывра иртекен смотр-конкурссене хутшăнаççĕ. Патреккел хорĕ вара Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 1, 2, 3 “Çĕнтерÿ” фестивалĕсен, телефестивальсен лауреачĕ пулса тăрать. Хор хăйĕн пултарулăхне Кремльти Съездсен керменĕнче кăтартать. Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш фестивальте хорта юрлакансене алла çыхмалли сехетсем, Александра Пахмутова композитор алă пуснă пластинка, фестиваль лауреачĕн дипломне, пысăк тата пĕчĕк ылтăн медальсем парса чыслаççĕ.
Тĕрлĕ вăхăтра уйрăм юрăçсене те сумлаççĕ. Галина Смирнова юрăç Пĕтĕм Союзри фестиваль оргкомитечĕн пĕрремĕш степеньлĕ Дипломне илме пултарнине палăртмасăр иртеймĕн.
Полина Борисова 2004 çулта Чăваш наци конгресĕ ирттерекен тĕнчери эстрада юррисен 5-мĕш фестиваль конкурсĕн “Гран-прине” илме тивĕç пулать. Алина Выйгетова республикăра йĕркеленĕ “Çăлтăрсен фабрики” конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнать. Районти смотр-конкурссенче А.Петров палăрать.
1977 çулта Г.Борисова “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, 1986 çулта “Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсем параççĕ. Хор репертуарĕнче кашни юрă 4-5 сасăпа янăрать. Эппин хор çитĕнĕвĕсенче, вăл çĕнсе илнĕ наградăсенче ертÿçĕн тата çĕре яхăн çын тăрăшулăхĕ, вăй-халĕ, тÿпи пур. Паянхи кун хора тĕрлĕ професси илнĕ çынсем çÿреççĕ. Вĕсене пурне те юрлас ăсталăх пĕрлештерет: Э.Иванова, Б.Клементьев, С.Доброхотова, Е.Малова, В.Марков, Л.Маркова, Г.Выйгетова, В.Ашмарина, В.Иванова, С.Карамаликова, В.Борисова, Л.Крылова, Н.Петров, Н.Хушкин, А.Сыков, Т.Никифорова, Т.Скворцова, О.Петрова, Т.Захарова, В.Петрова тата ыттисем те. Хор ветеранĕсене те асăнни вырăнлă: И.Петров, Е.Палашкина, Л.Миловидова, Л.Скворцова, П.Теплов тата ытти нумай-нумай çын. Çамрăк юрăçăсемпе ташăçăсен йышĕнче – О.Орлова, М.Ежова, К.Краснова, Н.Сядукова, М.Вершкова, Л.Иванова, А.Иванова, Т.Владимирова, А.Маркова, Н.Теплова, Д.Клементьева, К.Борисова, В.Горшкова тата ыттисем те. Çак çулсенче хор таврари ялсемпе республикăра çеç мар, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, Мари, Тутар, Пушкăрт Республикисенче пĕрре çеç мар, 3 хут Мускавра пулнă.
Юбилее хатĕрленсе
Уява Патреккелсем тĕплĕн хатĕрленчĕç. Кашни хуçалăх картисене, çурчĕсене сăрласа капăрлăх кĕртрĕ. Ялти культура çурчĕн тăррине улăштарчĕç. Культура çурчĕн директорĕ В.Борисовапа хор ертÿçи Г.Борисов клуба тул енчен тĕплĕн юсарĕç. Çак ĕçре вĕсене ялти тĕслĕх библиотекин ертÿçи Т.Захарова, хор участникĕсем В.Добронравовăпа А.Савельева, ял старости В.Абрамов пысăк пулăшу кÿчĕç. Юбилей умĕн культура çурчĕ тĕлĕнче ялăн тĕп лапамне туса хучĕç. Ăна тунă çĕрте спонсорсен пулăшăвĕ питĕ вырăнлă пулчĕ. “Шанс” ООО директорĕ В.Кудряшов çутăсемпе тивĕçтерчĕ. Çавăн пекех пысăк пулăшу панă районсем хушшинчи ятарлă “Ритуал” акционерсен хупă обществин генеральнăй директорне Л.Григорьева, Елчĕкри ДПМК ертÿçине В.Скворцова, “Прогресс” хуçалăх ертÿ-çине М.Разумова тав сăмахĕ каламалла.
Чуна çывăх уяв
Çимĕк кунĕнче хор 85 çул тултарнине паллă тума халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Ăна А.Клементьевпа А.Савельева ертсе пычĕç. Уяв программи яланхилле пуян та питĕ кăсăклă пулни ял халăхне савăнтарчĕ. Ал ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав чылайăшне тыткăнларĕ.
Уява ялти сумлă ватă, хор ветеранĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связисчĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Егорович Петров пуçларĕ. Ĕлĕк Çимĕк кунĕ халăх масар çине пухăннă хыççăн вăййа тухнине асăнчĕ, ватăсемпе çамрăксене ырă сунчĕ. Кĕçех Тукас тата Анаткас хĕрĕсем алран-алла тытăнса вăйă юрри пуçларĕç, карталанса хире-хирĕç утрĕç. Юрласа ташланă май ĕлĕкхи вăйăсене те манмарĕç. Пĕр-пĕрне михĕпе çапса ÿкересси, патак туртса илесси, кĕвентепе шыв çĕклесе чупасси тата ытти вăйă куракансене уйрăмах кăсăклантарчĕ.
Виталипе Людмила Марковсен (Энтепе), Олег Александровăн (Анатри Тимеш), Н.Красновăн (Елчĕк) юррисем, такмакĕсем, харăс 7 хут купăспа вылянă кĕвĕ-çемĕ çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм çуратрĕç.
“Патреккел юррисем –
Сар хĕвел тĕррисем.
Çывăхран, инçетрен
Илĕртеççĕ пире.
Авалхи тăвансем,
Кĕвĕсем, хĕлĕхсем,
Тав тăватпăр сире”, – çак сăмахсем хыççăн хор “Патреккел” юрра шăрантарать. Юрăри сăмахсем кашнин чĕри витĕр тухаççĕ, чуна тыткăнлаççĕ.
Çак юрă хыççăн халăх хорне чысласси пуçланчĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Николай Петрович хор участникĕсемпе унăн ĕçĕ-хĕлне витĕр пĕлет. Вĕсене тата ертÿçине ăшшăн саламланă май çакна палăртрĕ: “Патреккел хорĕ районăн çеç мар, республикăн мăнаçлăхĕ. Г.Борисова тав сăмахĕ каланă май, хорăн 100 çулхи юбилейне те çак халăхпа пĕрле кĕтсе илме сĕнетĕп”. Хора сасса вăйлатакан аппаратура парнелерĕ вăл. Ун хыççăн коллектива Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ В.Бондарев саламларĕ. Виктор Сергеевич Г.Борисова культурăра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденĕн медалĕпе чысларĕ. Хорăн чи активлă участникĕсене министерствăн Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ.
Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Алюкин, Шупашкарти “Елчĕк ен” ентешлĕхĕн ертÿçи О.Викторов, райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертÿçи А.Александрова, Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн президенчĕ А.Зимин саламларĕç. Хаклă парнесемпе пĕрле пултаруллă хористсене вĕсем тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Хор ветеранĕсен ячĕпе П.Тепловпа Л.Миловидова сăмах илчĕç. Ăшă сăмахсем, ырă сунса каланисем чылай пулчĕç. Вĕсем юрă ташăпа черетленчĕç. Шупашкар артисчĕсемпе хăнисем те – Алина Варна, Константин Евруков, узбек çынни Залив Биксамин, Индирен килнĕ Депендер (вĕсем чăвашла юрларĕç), Алина Выйгетова, Олег Викторов тата ыттисем те чĕрене тыткăнлакан юрăсем шăрантарчĕç. Уяв ячĕпе тÿпене çĕкленнĕ фейерверк хыççăн çамрăксем дискотекăра мĕн ирчченех ташларĕç.
Юлашкинчен уява ха-тĕрлесе ирттерме спонсор пулăшăвĕ панă ентешсене – Н.А.Миллина, Та-тьянăпа Эльвира Тепловасене, В.П.Скворцова, “Прогресс” хуçалăх ертÿçине М.И.Разумова, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Н.М.Герасимов паллă предпринимателе Патреккелсем пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.