Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хуçалăхсене пулăшма

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантарма наци проекĕ нумай пулăшать. Унпа усă курса кăçал районти 9 хуçалăхра (“Сатурн”, “Звезда”, “Свобода”, “Яманчурино”, “Прогресс”, “Победа”, “Родник”, “Комбайн”, “Урожай”) фермăсене реконструкци туса çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарма, çавăн пекех ăратлă выльăхсем туянма палăртаççĕ.

Асăннă хуçалăхсем пурте тенĕ пекех ĕне фермисенче ют çĕршывра туса кăларнă сĕт пăрăхĕсем, хупă холодильниксем, апат хутăштарса валеçекен агрегатсем туянса вырнаçтарма шутлаççĕ. “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕне сăвакан зал хута яма палăртаççĕ.

Пĕтĕм ĕçсен проекчĕн сумми 72450 пин тенкĕпе танлашать. Çав шутран 20 процентне – 14490 пин тенкине – хуçалăхсем хăйсен укçи тенкипе усă кураççĕ, 57960 пин тенки – çăмăллатнă кредит. Фермăсене реконструкци тума уйăракан кредита хальхи вăхăтра 8 çултан пуçласа 10 çуллăха параççĕ, ăратлă выльăхсем туянас пулсан 8 çулччен тăсма пултараççĕ. Çак вăхăт тĕлне 4 хуçалăх (“Сатурн”, “Свобода”, “Комбайн”, “Прогресс”) пурĕ 11842 пин тенкĕ кредит илнĕ. “Комбайн” хуçалăх фермăри реконструкци ĕçĕсене хĕллех пуçăннă. Оборудованисем кÿрсе килнĕ, хальхи вăхăтра кунта хĕрÿ ĕç пырать. “Яманчурино”, “Урожай” ОООсенче, “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕнче çăмăллатнă кредита илме кирлĕ хутсене хатĕр-лесе çитернĕ ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш çур уйăхĕнче “Урожай” ООО çăмăллатнă кредитпа усă курса 50 пуç, “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕ 60 пуç ăратлă пушмак пăру кÿрсе килмелле. Малашне ытти хуçалăхсенче ăратлă выльăхсем туянма палăртаççĕ. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса ăратлă выльăхсем туянасси çине тимлĕх уйăрма кирлине ăнланаççĕ.

Кăçал çÿлерех палăртнисене пурне те пурнăçа кĕртсен выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пысăк утăмлă ĕç тунине палăртма пулĕ.



"Елчĕк Ен"
30 мая 2007
00:00
Поделиться