Харсăр салтак
Паян манăн вулакана ентешĕмĕр, Çĕнтерÿ Парадне хутшăннă Г.Жукова хăй куçĕпе курнă танкист, 1916 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кивĕ Арланкасси ялĕнче кун çути курнă Александр Федорович Миронов пирки каласа парас килет. Чăн-чăн патриот, кăвар чĕреллĕ чăваш 14 çултах колхозра ĕçлеме пуçланă. 19 çулта вара, колхоз председателĕсен курсĕнче вĕреннĕ хыççăн, “Комсомолец” колхоз председателĕнче ĕçлеме пуçăннă. 1935 çулта ял хĕрĕпе Агрепина Степановнăпа çемье çавăрнă. Пĕрремĕш ача – кĕтнĕ ача. Толя ывăлĕ çемье савăнăçĕ пулнă. Никам та шутлама пултарайман ун чухне пĕрремĕш ывăлĕ ир çĕре кĕрессе. Александр Федорович 1937-1940 çулсенче Ленинград çар округĕнче службăра тăнă. Финсемпе çапăçма та тÿр килнĕ ăна. Танкист пулнă май çамрăксене те çак ĕçе вĕрентĕ, танк командирĕ пулнă. Çар службинче чухне А.Миронов ялтан ывăлĕ вилни çинчен хыпар илет. Çак пысăк хуйха йывăрпа ирттерет вăл. Мĕн тăвăн; Малаллах пурăнмалла. Лайăха шанмалла. 1940 çулта яла таврăнать салтак. Александр Мироновича бригадир ĕçне шанса параççĕ. Тепĕр ывăл çуралать пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан мăшăрăн. Коля ят параççĕ ăна.
1941 çулта хаяр вăрçă пуçланнă. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта хăй ирĕкĕпе тухса каять А.Миронов. Канашран Свердловск хулине илсе çитереççĕ ăна, танк училищинче вырнаçтараççĕ. Вĕренсе тухсан фронта каять – Мускаври Кантемировски бригадин пĕрремĕш батальонне лекет. Дзержинск хулинче пулас танкистсене çапăçăва хатĕрленĕ. Çак хушăра татах япăх хыпар илет салтак – иккĕмĕш ывăлĕ те чирлесе вилнĕ. Тепĕр хăрушă хыпар чĕрене çĕçĕпе тирнĕ пек ыраттарнă.
1941 çулхи ав-ăн уйăхĕ. Мускав хули хăрушлăхра. А.Миронов аслă сержант, танкист Георгий Жуков маршала хăй куçĕпе курнă хыççăн тата та хавхаланнă, нимĕçсене хирĕç вир-лĕрех çапăçнă.
1945 çул пуçламăшĕ. Çĕнтерÿ çывхарса пыни сисĕннĕ. Пирĕн салтаксем фашистсене хирĕç тата та хаяртарах çапăçма пуçланă, нимĕçе хăйĕн çĕршывĕ енне хăваланă.
Çĕнтерÿ парадне йĕркелесе ирттерме хутшăннă А.Миронов, çакăншăн Сталинăн Тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.
1945 çулхи юпа уйăхĕнче яла таврăннă, кладовщикре, колхоз председателĕн çумĕнче, председательте вăй хунă, колхоза мала ярас тесе тăрăшнă, сахал мар ырă ят çĕнсе илнĕ. Мăшăрĕпе, Агрепина Степановнăпа, тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. 1997 çулта вăл пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Халĕ вара унăн ĕçне ывăлĕ – хуçалăх ертÿçи О.Миронов тăсать.