Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çемье ăшши – ачасенче

Хăш çĕршывран килчĕ-ши ку мода? Тулли хурав паракан та çук пулĕ ку ыйту çине. Халĕ хулара кăна мар, ялта та пĕр пепке анчах ÿстерекенсем йышланчĕç. Нумай ача (3 ача тата ытларах) çитĕнтерекен çемьесем паянхи куна пирĕн районта 324 çемье çеç.

Çемье тĕрекĕ – арçын, кил ăшшине упраканĕ – хĕрарăм, çурт илемĕ – ачасем. Çакăн пек тĕллевпе пурăнаççĕ Аслă Елчĕк ялĕнчи Адюковсем. Георгий Владимировичпа Ирина Витальевна виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслă ывăлĕ Эдуард 6-мĕш класра, Кристина 5-мĕш класра вĕренеççĕ. Пĕлтĕр кĕркунне вара çемьене çĕнĕ йыш хутшăнчĕ. Кĕçĕн ывăлне, Владимира, пурте юратса пăхаççĕ.

Ватă аслашшĕ çав тери юратать мăнукĕсене. Тĕрлĕ халап-юмах каласа пама ăста Владимир Георгиевич. Сăмах май кил хуçи, Георгий Владимирович Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшнисĕр пуçне, кÿршĕллĕ республикăра тĕрлĕ ĕçе хутшăнать. Платник ĕçне, çурт-йĕр купалама та ăста Георгий Владимирович.

Ывăлне, Эдуарда, спортра çитĕнÿсем тума чылай пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ Эдуард кашни ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăнать. “Чи лайăх кĕрешекен”, “Чи çамрăк спортсмен” номинацисенче палăрнă Эдуард. Чи пысăк парне вара Çĕнĕ Шупашкарта парнеленĕ велосипед. Мухтав хучĕсем, вымпелсем, медальсем самаях нумай 12 çулти Эдикăн.

Хĕрĕ Кристина та савăнтарать ашшĕ-амăшне. Шкулта тăрăшса вĕреннисĕр пуçне амăшне те пулăшма ĕлкĕрет Кристина. Пĕчĕккĕ шăллĕне вара чунтан юратать.

Ирина Витальевна Çĕнĕ Шупашкарта хими техникумне пĕтернĕ хыççăн, 10 çул “Чăвашъенкрахмал” ОООра лаборанткăра тăрăшнă.

Адюковсем ачисене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтараççĕ. Тату пурнăçпа пурăнакан çемьере килĕшÿ, лăпкăлăх хуçаланать. Мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланса пулăшса пыраççĕ, хуçалăхри ĕçсене те яланах пĕрле тăваççĕ.



"Елчĕк Ен"
15 мая 2007
00:00
Поделиться