08:02_ Поздравление Главы Яльчикского района Н.П. Миллина с Днем Победы
Хисеплĕ ентешсем! Хаклă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем!
Сире чун-чĕререн, ăшшăн-ăшшăн Аслă Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе саламлатăп! 62 çул каялла пирĕн мухтавлă Çар тата туслă халăх Тăван çĕршыв чысĕпе ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçăра Аслă Çĕнтерỹ тунă. Çак çулсем хушшинче эпир вăрçăра пуç хунисен ячĕсене асра тытатпăр, мирлĕ пурнăçа, паянхи ăрăвăн телейне сыхласа хăварма пултарнă ветерансем умĕнче çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр. Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк район халăхĕн тỹпи те сулмаклă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Тăван çĕршыва хỹтĕлеме районтан 7 пин ытла вăйпитти çамрăк тухса кайнă, шел пулин те вĕсенчен çуррине яхăн вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча çывăх çыннисем юнлă вăрçăра тăшмана аркатнă вăхăтра ĕçпе, чăтăмлăхпа, çутă пуласлăха çирĕп шаннипе Çĕнтерĕве çывхартнă. Çулсем иртнĕ май вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ чакса пырать. Анчах аслă ăрури çынсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл паянхи тата пулас ăрушăн ялан тивĕçлĕ тĕслĕх вырăнĕнче пулĕ. Çĕнтерỹçĕсен мухтавлă ăрăвĕн йăхне малалла тăсма тивĕç эпир.
Хаклă çыннăмăрсем! Сире Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Паттăрсен умĕнче çĕре çити пуç тайса çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.