16:22_ Поздравление Главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Праздником Весны и Труда
Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем, ентешсем!
Сире Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп! Çак кун мĕнпур ăрури çынсене пĕрлештерсе тăрăшуллă ĕçлеме, пултарулăха туптама, тăнăç пурнăçпа савăнса пурăнма хистет. Тăван çĕршыва юратни, ăна упраса малашлăха шанни ума лартнă ĕçсене кирлĕ пек пурнăçласа пыма май парать. Шăпах тăрăшулăх тата ырă улшăнусем патне туртăнни паян пире районта пуçăннă ĕçсене пурнăçлама хавхалантараççĕ. Ĕçченлĕх енчен вара Елчĕксем нихăçан та кайра пулман. Пĕтĕм чун-чĕререн сире çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем, ăнăçу, телей сунатăп. Кирек епле ĕç те сире савăнăç кăна кỹтĕр.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.