Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

07:27_ Поздравление Главы Яльчикского района с Днем пожарной охраны

Хисеплĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

       Сире чун-чĕререн Раççей пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп! Сыхă тăрасси, инкеке лекнисене вăхăтра пулăшу парасси сирĕншĕн служба ячĕ пекех яланах пĕрремĕш вырăнта тăрать, ахальтен мар пушар хуралĕн ĕçченĕсене кĕрешỹçĕсемпе танлаштараççĕ. Йывăр лару-тăрура çухалса каймасăр эсир хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса хăвăрăн тивĕçĕре тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр. Паянхи кун та сиртен чылайăшĕ службăра, инкеке лекнисене кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕр тăрать. Çынсен пурнăçне тата пурлăха сыхлассипе куллен профилактика ĕçне пурнăçласа пыни те сирĕн тивĕçех. Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу, çитĕнỹсем сунатăп.

Елчĕк район пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.



28 апреля 2007
00:00
Поделиться