Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Таса тавралăх – пирĕн çăлăнăç

Экологи культури, тăван çут çанталăка сыхласси паянхи тĕп ыйтусем пулса тăраççĕ. Федерацин “Тăван тавралăха сыхласси”, “Производствăри тата йăлара усă курнă каяшсем çинчен” Саккунсенче, “Чăваш Республикинче административлă правăна пăсни çинчен” Саккунра, “2006-2010 çулсенче Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси çинчен” тĕллевлĕ программăра та çаксем пирки яр уççăн палăртса каланă. Тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ятарласа хăй тĕрĕслесе тăрать.

Çут çанталăкри хирĕçле пулăмсен шутне атмосферăри сывлăша варалакан япаласем кăларса яни, шыв объекчĕсемпе шыв пухăнакан лаптăксене таса мар япаласем пăрахни, производствăри тата йăлари каяшсене упрани кĕреççĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче район пуçлăхĕ Н.Миллин Елчĕк районĕнчи ялсене тирпей-илем кĕртес, санитари тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шая çитерес тĕллевпе йышăну тунă. Çапла майпа ака уйăхĕн 5-30-мĕшĕсенче ялсенче, предприя-тисемпе организацисенче, учрежденисенче территорисене тирпей-илем кĕртес тапхăр пырать.

Çак тапхăрта районта пурăнакансем территорисене тирпейлесе тасатмалла, санитари тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртмелле. Производствăри тата усă курнă каяшсене Елчĕкре вырнаçнă ятарлă свалкăна леçмелле. Ял тăрăхĕсенче усă курнă каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсене палăртмалла, кайран вĕсене районти свалкăна леçессине йĕркелемелле.

Федерацин “Тăван тавралăха сыхласси çинчен” Саккунĕн 16 статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн тăван тавралăха сиен кÿнĕшĕн тÿлемелле. Йĕркене пăхăнман çынсене административлă майпа айăплама – 100 пин тенкĕ таран штраф хурассине çирĕплетнĕ. Ăна предприятисемпе организацисене, учрежденисене тÿлеттереççĕ. Çут çанталăкпа усă куракансем – “Комбайн”, “Труд”, “Родник”, “Свобода”, “Сатурн” ял хуçалăх предприятийĕсем, “Надежда”, “Элита”, “Кротово”, “Волна”, Ю.Цветков, А.Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çакна тивĕçлипе ăнланаççĕ. Ыттисен вара вĕсенчен курса вĕренмелли нумай.

Йĕркене пăхăнманшăн тивĕçлипе айăплаççĕ. “Чăваш Республикинче административлă правăна пăснăшăн” Саккунăн 10-мĕш статйинче хуласемпе ялсенче тирпей-илем кĕртессин йĕркисене пăснăшăн асăрхаттарнине, административлă штрафа мĕнле йĕркепе тÿлеттерессине уçăмлăн пĕлме пулать:

– уйрăм граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 2-10 виçи таран;

– должноçри çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 5-15 виçи таран;

– юридици сăпатĕнчи çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 100-200 виçи таран.

Çулталăкра асăрхаттарнине, штраф тÿлеттернине те шута хуман çынсене тепĕр хут административлă штраф хума та ирĕк пур:

– уйрăм граждансене – чи пĕчĕк ĕç укçин 5-15 виçи таран;

– должноçри çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 10-20 виçи таран;

– юридици сăпатĕнчи çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 200-300 виçи таран.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чи пĕчĕк ĕç укçин шайĕ икĕ хут ÿсет, апла пулсан, штрафсем те икĕ хут пысăкрах пулаççĕ.

Ака уйăхĕнче иртекен пĕрлехи акцие – хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе иртекен мероприятисене тивĕçлĕ шайра туса ирттерер.



"Елчĕк Ен"
24 апреля 2007
00:00
Поделиться